Йышра ентешсем те пур

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.01.2018, 15:36 Просмотров: 436

Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕ Олимп вăййисене хутшăнма ирĕк панă Раççей спортсменĕсен списокне çирĕплетнĕ. Унта 169 атлет кĕнĕ.

Çак йышра Чăваш енĕн икĕ спортсменĕ – Татьяна Акимовапа (биатлон) Лана Прусакова (фристайл) лекнĕ. Çывăх кунсенче вĕсем патне ятарлă йыхрав хучĕ çитмелле. «Ку Чăваш спорчĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм. Хĕллехи Олимп вăййисене нихăçан та икĕ спортсмен хутшăнса курман пирĕн. Вĕсемшĕн ку пĕрремĕш Олимпиада. Уйрăм статуслă пулин те хĕрсен тĕнче ăмăртăвĕнче тупăшмаллах. Вĕсем чи маттурри пулнине ĕнентерме тивĕç. Сочири Олимпиада хыççăн спортăн хĕллехи тĕсĕсен сумĕ самай ÿсрĕ. Уйрăмах биатлон, фристайл анлă сарăлчĕ, конькипе чупакансемпе сăрт çинчен ярăнакансен йышĕ ÿсрĕ», – терĕ ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков.

Аса илтеретпĕр: хĕллехи Олимп вăййисем нарăс уйăхĕн 9–25-мĕшĕсенче Кăнтăр Корейăри Пхенчхан хулинче иртĕç.   

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика