Авиалайнер катастрофи вырăнĕнче палăк пулмаллах!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.10.2021, 10:20 Просмотров: 592

Çапла йышăннă район патриочĕсем Вăрнар çывăхĕнче самолет ÿкнĕ вырăнта Асăну акцийĕ ирттернĕ май

Халĕ кунта – чукун çулăн Апнерка платформи çывăхĕнче – çамрăк хурăнсем ÿсеççĕ. 1958 çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнче вара ку тĕлте пысăк инкек пулнă – ТУ-104 авиалайнер ÿкнĕ. Бортра экипажпа пĕрле 80 ытла çын пулнă. Пĕри те сывă юлман.

Самолет Пекин – Омск – Мускав маршрутпа вĕçнĕ. Анчах та вырăна çитиччен пĕр-ик сехет юлсан Мускав тĕтре вăйлă пулнипе ăна анса ларма ирĕк паман. Горький хулинче те çанталăк япăх пулнипе анайман. Çавăнпа та диспетчер каялла çаврăнма, Свердловск аэропортне çул тытма хушнă. Самолет Хусантан вĕçсе иртнĕ, Чăваш ен тăрринче 10 пин метр çÿллĕшĕнче пулнă. Анчах та çаврăннă вăхăтра сывлăшăн хăватлă турбулентлă хумĕ суднăна тата 2–3 пин метра ывăтса çĕкленĕ. Çавна май ТУ-104А авиалайнер çунатти çине тайăннă, пĕтĕрĕнсе пуçĕпе тенĕ пек ÿкме тытăннă. Экипаж самолета «штопортан» кăларайман. Каярах специалистсем ку авиакатастрофăн сăлтавĕ конструкци çитменлĕхĕ пулнине палăртаççĕ.

Экипаж инкек пуличчен икĕ минут маларах радиопа самолет «хăтланăвне» пĕлтерни малашлăхра ТУ-104А конструкцин çитменлĕхĕсене пĕтерме май панă. Тата миçе çын пурнăçĕ татăлма пултарнă-çке!

Самолет ÿкиччен темиçе самантра Хусан аэродромĕн диспетчерĕпе ТУ-104 экипажĕ (борт номерĕ СССР–42362) калаçнине çырса илнинчен: «Спасайте, «Вероника», спасайте, спасайте, спасайте, бросило машину! «Вероника», погибаем, до свидания... 42362, погибаем, до свидания, дорогие, до свидания, конец, конец, передайте родным, передайте родным...».

Вăрнар районĕнче пулнă инкек – СССР авиацийĕн историйĕнчи çынсем нумай вилнĕ пĕрремĕш тата 1958 çулта тĕнчери пысăк çухатуллă иккĕмĕш авиакатастрофа. Пĕтĕм тĕнчене хурлантарнă тепĕр сăлтав – пассажирсем йышĕнче ют çĕршыв гражданĕсем те пулни. Ку рейспа Китайри, Çурçĕр Корейăри парти тата комсомол активисчĕсем вĕçнĕ. Вилнисен йышĕнче китаецсен паллă литературовечĕ, поэчĕ, писателĕ, обществăлла деятелĕ Чжэн Чжэнь-до пулнă. Андрей Вознесенский поэтăн вара телейĕ пулнах – вăл аэропорта çак кун юлса çитнĕ.

Экипаж Аэрофлотăн чи лайăх ушкăнĕ шутланнă. Ăна Совет Союзĕнче кăна мар, пĕтĕм тĕнчипе пĕлнĕ. Инкекчен уйăх маларах кăна вĕсене, тăхăр çынран тăракан коллектива, Америка журналĕн фотокорреспонденчĕ ÿкернĕ.

Ку трагеди тăрăх 1968 çулта «Еще раз про любовь» фильм ÿкернĕ. Ун сюжетне ТУ-104А экипаж командирĕн Гарольд Кузнецовăн тата Алла Маклакова бортпроводницăн юратăвĕ хывăннă...

Тунтикун Вячеслав Алексеев краевед пуçарăвĕпе районти патриотсем ку вырăна çитнĕ. Алексей Варламов территорие металлоискательпе тĕпченĕ. Асăну акцине хутшăнакансем 63 çул иртнĕ хыççăн самолет юлашкийĕсене тупнă. Вăл шутра – бензобакăн çуннă пайĕ, ирĕлнĕ алюмини, металл фрагменчĕсем тата ытти те. Вĕсене тĕплĕнрех тĕпчесе пĕлĕç, çитес вăхăтра ку экспонатсене музей витринисем çинче те курăпăр. Сăмах май, 2016 çултанпа авиалайнер ÿкнĕ вырăна шкул ачисем валли «Виçĕ Çавал кукринче» турист маршрутне кĕртнĕ.

– Ку тĕлпулу чуна питех те хускатрĕ. Акцие хутшăнакансем пурте пĕр шухăшлă пулса çак вырăна Асăну чулĕ лартмаллах тесе шутларĕç. Ку ыйтупа çывăх вăхăтра район ертÿлĕхĕ, депутатсен район Пухăвĕ патне тухăпăр, – пĕлтерчĕ Вячеслав Алексеев.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика