Парнесене мĕнле илме пулать?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.10.2021, 10:22 Просмотров: 716

Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пĕрлехи порталĕнче (gosuslugi.ru) çĕр миллион ытла çын регистрациленнĕ, вĕсен харпăр хăй пÿлĕмĕсем пур. 20 минутра мĕнле çырăнма пулать? Мĕнле бонуссем тата парнесем кĕтеççĕ онлайн-çырав пионерĕсене?

Çыравăн тĕп çĕнĕлĕхĕ – кашниех харпăр хăйне тата çывăх тăванĕсене патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пĕрлехи порталĕнче хăвăрт, çăмăллăнах тата хăрушсăр çырма пултарни. Çакнашкал çырăнтару октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 8-мĕшĕччен пырать. Анкетăсене тултарма вăтамран 23 минут кирлĕ.

Çырав листине кирек епле экранпа та курăнмалла тунă – компьютерпа, планшетпа тата смартфонсемпе. Монитор çине тухакан ăнлантару сăмахĕсене пула тата хăшпĕр йĕркесем тÿрех çырăннăран хăвăртлăх тата ÿсет. Унсăр пуçне, листасене кирлĕ пек тултарни тепĕр хут тĕрĕсленет, логика тĕлĕшĕнчи хирĕçÿсенчен хăтарать.

Пĕр ыйтусăр пуçне ыттисен хуравĕсене справочникран суйласа илмелле е галочка лартса паллă тумалла. Наци пирки ыйтни кăна ыттисенчен уйрăлса тăрать. Конституци тăрăх, хăш наци çынни пулнине кашни хăй палăртать.

Анкетăн пĕрремĕш пайĕнче – кил хуçалăхĕ пирки пĕтĕмĕшле информаци: адрес, миçен пурăнни. Вĕсем чăн пулнине нимĕнле документпа та çирĕплетме кирлĕ мар.

Пурăнмалли тупăш çăлкуçне темиçе суйласа илсе кăтартма юрать. Çырав листинче тупăш калăпăшĕ пирки ыйтни çук.

Енчен çын ыйтăва хуравлаймасть пулсан, ăна çаплипех сиктерсе хăвармалла. Ыйтусене хуравлакан харпăр хăй çинчен порталти даннăйсене пĕлтерес темесен вĕсене çырав листипе çыхăнтармаççĕ – Раççей статистикине вăл ятсăр каять. Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕнче вĕсем сыхланса юлмаççĕ.

Раççей статистикипе Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн партнерĕсем çĕнĕ технологисемпе усă курса пĕрремĕш çырăнакансене тав тумалли тата парнесем памалли мелсем тунă.

Çырав листине тултарнă хыççăн çынна цифрăллă код параççĕ. Парне илес тесен ăна Перекет банкĕн сайтĕнче çырмалла, Сбер ID çине кĕмелле. Тĕслĕхрен, çакнашкал парнесем пур: онлайн кинотеатра çырăнтараççĕ, таксипе йÿнĕрех ларса кайма юрать, апат кÿрсе пама пултараççĕ – паллах, ку кăна мар, ытти парнесем те пулĕç. Çакна та асăрхаттармалла, парнесене Перекет банкĕн уйрăмĕсенче те илме пулать.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ ноябрĕн 14-мĕшĕччен цифра технологийĕсемпе анлă усă курса иртет.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн Медиаофисĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика