Мы Вконтакте Мы в Одноклассниках Мы в Telegram

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

Инвестици проекчĕсемпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.10.2021, 10:23 Просмотров: 498

Малашлăха пăхмасăр – укçа-тенкĕ те, вăй-хал та хывмасăр – аталану çул-йĕрĕпе утма йывăр. Ял хуçалăхĕнче те çавăн пекех. Çакна шута илсе районти аграрисем инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртессипе тимлеççĕ.

Район администрацийĕн сайчĕн информацийĕ тăрăх, кунашкал проектсене вырăнти хуçалăх-предприятисенче кăçал 12 пурнăçламалла. Пĕтĕмĕшле – 234 млн тенкĕлĕх. Пурне те вĕсене производство объекчĕсен строительствине е реконструкцине хывма пăхнă: пысăк ĕçсем пулăшнипе хуçалăхсенче фермăсем, тырă упрамалли складсем тата ытти те çĕкленмелле е юсавра çĕнелмелле.

Аграри тытăмĕнчи ку проектсем мĕнле пурнăçа кĕрсе пыни влаç органĕсем енчен тимлĕхрен тухмасть. Тунтикун та ĕçлĕ ушкăн районти хуçалăхсене çитнĕ. ,çсен юхăмĕпе ял хуçалăх тата экологи пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Анатолий Мураткин тата Людмила Капитонова тĕп специалист паллашнă.

Александр Яковлев хресчен-фермер хуçалăхĕнче, акă, 150 пуç вырнаçмалăх ĕне фермин строительстви вĕçленсе пырать. Çитес уйăхра ăна уçса хута ярасшăн. Каласа хăвармалла, çĕнĕ объекта грант укçипе хăпартса лартма пултарнă. Хуçалăха вăйлăрах аталантарма фермер 10 млн тенкĕлĕх пулăшăва тивĕçнĕ. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ вара тата ытларах – 16,6 млн тенкĕ.

Çамрăк фермерăн хуçалăхĕ районта ăнăçлă ĕçлекенсен шутĕнче. Кунта мăйракаллă шултра выльăха 75 пуç тытаççĕ, çав шутра сăвакан ĕнесем 60 пуç таран. Кăçалхи тăхăр уйăхри кăтартусем тăрăх, кашни ĕнерен 2916 кг сĕт суса илеççĕ.

,çлĕ ушкăн «Броневик» ял хуçалăх производство кооперативĕнче те пулнă. Кунта кăçал 100 пуç вырнаçмалăх ĕне фермин реконструкцийĕ тĕлĕшпе вăй хунă. ,çсем вĕçленнĕпе пĕрех. Хуçалăхра халĕ – 502 пуç мăйракаллă шултра выльăх (ку шутран сăвакан 200 ĕне).

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика