Хăтлăрах, меллĕрех

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.10.2021, 10:23 Просмотров: 715

Куратпăр, район центрне кунта пурăнакансемшĕн те, килсе çÿрекенсемшĕн те хăтлăрах тăвас тесе кăçал, чăн та, пысăк ĕç пурнăçланать.

Кунашкал калăпăшлă юсавсене поселок урамĕсем вуншар çул та курман пулĕ. Мĕн савăнтарать: çуртсен картишĕсем кăна мар, тротуарсем те йĕркене кĕреççĕ. Вĕсем Вăрнарта, тĕрĕссипе, е япăхсах кайнăччĕ, е тепĕр вырăнсенче вуçех çукчĕ теме юрать. Çĕнелÿ Чăваш ен Пуçлăхĕн «Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсенче граждансем пурăнакан хутлăхсен хăтлăхне ÿстермелли хушма мерăсем çинчен» указĕ майĕпе вăй илчĕ.

Поселок çыннисем тĕп урамсенчи тротуарсене кирлĕ пек, çуран çÿрекенсемшĕн хăрушсăр йĕркелес ыйтăва пухусенче те пĕрре мар çĕкленĕ. Пахалăхлă çул-йĕр çукки йĕпе-сапара, çумăрлă-юрлă çанталăкра уйрăмах сисĕннĕ. Халĕ вăл майĕпен ăнăçлă татăлнине курма кăмăллă.

Тротуарсене поселокри тĕп урамсен чылай участокĕнче ылмаштарнă: Ашмаров, Советски, Ленин урамĕсенче. Хăшпĕр территорире ĕçсем халĕ те пыраççĕ. Конкурс суйлавĕ тăрăх, тĕрлĕ участокра строительствăна пуçăнма тивĕçнĕ организацисем – «Профстрой», «Герса», «ИССА», «Озон» тулли мар яваплă обществăсем.

Юлашки тапхăрти ĕçсенчен, акă, «ИССА» организаци Севернăй тата Тракторнăй тăкăрлăксем хушшинчи тротуара сарассине вĕçленĕ. Вăл çĕнĕ нумай хваттерлĕ çуртсене, лавккасемпе ача-пăча площадкине çыхăнтарнă. Ашмаров урамĕнчи автоçултан çÿллĕрех хăпартнă тротуар та халĕ утма меллĕ. Çавăн пекех Советски урамĕнчи тăсăлакан хăтлă утма çул та, çынсем йышлă çÿренĕрен, тахçанах çав тери кирлĕччĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика