«Çынсемпе ĕçлетпĕр, çавăнпа вакцинацилентĕмĕр»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.10.2021, 10:24 Просмотров: 696

Çапла пĕлтерчĕç «Огонек» ресторанта тимлекенсем пĕр шухăшлăн

«Клиентсен иккĕленÿ ан çуралтăр терĕмĕр, нумайăшĕ шутлама пултарать-çке: вакцинациленнĕ-ши апат пĕçерекенсем е çук. Халĕ вĕсем пирĕн ресторана хăрамасăрах килме пултараççĕ. Меню пуян та сывлăхшăн пахалăхлă çеç мар, вĕсене апатланупа санитари нормисене пăхăнса тивĕçтеретпĕр», – терĕç вĕсем.

Сăмах май, Чăваш ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Указне пурнăçласа «Огонек» ресторанта QR-код системине тест режимĕпе чи малтан тĕрĕслерĕç.

Паянхи кун лару-тăрăвне кура коллектив халăха меллĕ пултăр тесе те тăрăшать – клиентсен заказĕпе апата илсе тухса памалла та хатĕрлеççĕ.

Роспотребнадзорăн Чăваш енри управленийĕн йышăнăвне те тÿрех пăхăнчĕç – ушкăнпах вакцинаци тутарчĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика