Тĕрĕс йышăну

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.10.2021, 10:25 Просмотров: 595

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн йышăнăвне – октябрĕн 30-мĕшĕнчен тытăнса ноябрĕн 7-мĕшĕччен ĕçлĕ мар кунсем тесе палăртнине – «питĕ тĕрĕс, кирлĕ йышăну» тесе пĕлтернĕ.

Хушма кану кунĕсене ахаль кĕртмен – çĕршывра ковидпа чирлекенсем те, пурнăçран уйрăлакансем те тăрук ÿссе кайнă. Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ çине тиев тата та ÿснĕ. Раççейĕпе ковидран сипленекенсем валли 276,5 пин койка-вырăн уйăрнă. Вĕсенче выртакансенчен 66,1 процентне кислород сывлавĕпе çыхăнтарнă.

Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев сотрудниксен 80 проценчĕ вакцинациленнĕ предприятисем малтанхи режимпах, анчах çынсене QR-кодсемпе кăна йышăнса ĕçлеме пултарнине палăртнă. Сăмах кинотеатрсем, общепит предприятийĕсем, культура учрежденийĕсем пирки пырать.

Чăваш енре коронавирус пандемийĕ пуçланнăранпа унпа 31883 çын чирлесе ирттернĕ. Ковид пуçарнипе 2575 çын вилнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика