Халĕ те куç умĕнчех

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.10.2021, 10:26 Просмотров: 611

Эпĕ «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн иртнĕ номерĕнче пичетленнĕ «Авиалайнер катастрофи вырăнĕнче палăк пулмаллах!» статьяна ĕкленÿллĕ кăмăлпа вуларăм.

Çак куна эпĕ 63 çул кĕтрĕм. Темиçе çул каялла район хаçатĕнче ку катастрофа, унта Асăну чулĕ лартмалли пирки çырнăччĕ, анчах та ун чухне ыйтăва тимлĕхе илмерĕç. Çавăнпа та халĕ ăна тепĕр хут çĕклени савăнтарчĕ, пуçаруçăсем ĕçе вĕçне çитерессе шанас килет.

Ку катастрофа пирĕн тăрăхра пурăнакансен асĕнче аван çырăнса юлнă. Эпĕ ун чухне 7-мĕш класра вĕренеттĕм. Манпа тантăш халĕ ялта Ольга Степановна Короткова кăна тăрса юлчĕ. Ача чухне аслисенчен час-часах: «Летчиксем маттурах, самолета ял çине ÿкме паман, çавăрса илме ĕлкĕрнĕ», – тенине илтме пулатчĕ. Асатте çак кун хăрушă сасса илтсен: «Америка атом кÿплеттерчĕ», – тесе каланă иккен. Анне каллех вăрçă пуçланнă тесе хăранипе ачисене тăхăнтартма тытăннине, анчах алли-ури итлеменнине каласа кăтартатчĕ.

Халĕ те куç умĕнче. Инкек вырăнĕнче варинкке евĕр темĕн пысăкăш шăтăкчĕ. Пĕр çунатти выртатчĕ. Самолет юлашкийĕсене пирĕн ял çывăхне килсе купаланăччĕ. Татăлнă алă, ура пайĕсем выртни асăмран тухмасть, халĕ те чĕрене хумхантарса ярать. Кунтан çÿреме хăраттăмăрччĕ. Инкек вырăнĕнчех пулнисем ачине тытнă çурри таран çуннă хĕрарăм кĕлеткине курнине калатчĕç.

Инкек пуличчен ку вырăнта пĕр рет çÿллĕ хурăнсем ÿсетчĕç, чылай вăхăт вăл çаплах пушшăн курăнчĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра географи учителĕ пире çак тĕле илсе кайнăччĕ, унта фото та ÿкерĕннĕччĕ. Шел, ăна тем пек шырасан та тупаймарăм. Тен, камăн та пулин çемье архивĕнче пур пулĕ те.

Ял çыннисенчен хăшĕ-пĕри авиакатастрофа вырăнĕнчи япаласене пуçтарса килĕсене те илсе килкеленĕ. Пĕрисем патĕнче хитре кашăк курнăччĕ, вĕçне самолет ÿкернĕччĕ.

Темиçе çул каялла пирĕн яла Ульяновск хулинчен пĕр арçын килнĕ. Вăл ман ывăлпа тата кÿршĕпе калаçнă, инкек вырăнĕ пирки ыйтнă. Ку катастрофăра унăн куккăшĕ вилнĕ иккен. Шел, мана темшĕн чĕнмен ун чух, çав вырăна тĕрĕсрех кăтартнă пулăттăм...

Пĕтĕм тĕнчешĕн хăрушă инкек вырăнĕнче палăк лартас шухăш тытнă çынсене чĕререн тав тăватăп. Тен, вĕсен варинкке пек пулнă шăтăк вырăнне тĕп-тĕрĕс палăртма май килĕ? ,çе пурнăçлама хастарсен вăй çиттĕр, сывлăхĕ пултăр.

Зоя СТЕПАНОВА.

Çĕн Мĕлĕш.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика