«Химик-Август» Раççей финалĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.10.2021, 10:28 Просмотров: 539

Шăматкун Вăрнарти «Химик» стадионта чăннипех те «шăрăх» пулчĕ. «Химик-Август» командăна пĕлтерĕшлĕ, татса паракан вăйăра хавхалантарма футбол тусĕсем чылай пуçтарăнчĕç.

Финалти тĕп соперник – Пенза облаçĕнчи Каменка хулинчи «Дорожник». Икĕ командăн та вăйĕсем пĕрешкел, çавăнпа та матч çав тери хĕрÿ иртрĕ. Вăрнар командин хăнасен хапхине мечĕк кĕртме меллĕ самант темиçе те пулчĕ, анчах ăнăçу кашнинчех вĕсенчен тарчĕ. Çапла «Приволжье» МФС Кубокĕ хальхинче те «Дорожник» аллинче юлчĕ.

– Анчах та «Химик-Августшăн» савăнмалли сăлтав пур. Кăçал вăл виççĕмĕш хут «Приволжье» МФС первенствин чемпионĕ пулса тăчĕ, футбола кăмăллакан командăсем хушшинче иртекен Раççей первенствин финалне тухрĕ. Финал ноябрĕн 11–22-мĕшĕсенче Сочире иртет. Унта çĕршыври сакăр зонăри çĕнтерÿçĕсем хутшăнĕç, – пĕлтерчĕ «Химик» спорт клубĕн председателĕ Евгений Захаров.

«Химик-Августа» ăнăçу сунатпăр!

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика