Мы Вконтакте Мы в Одноклассниках Мы в Telegram

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

Эсĕ çырава хутшăннă-и?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.10.2021, 10:35 Просмотров: 514

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн пĕрремĕш эрни иртрĕ. Росстат пĕл-тернĕ тăрăх, çак тапхăрта çĕршыври 14 миллион енне çын пĕлтерĕшлĕ ĕçе хăйĕн тÿпине хывнă. Вăл шутра 11 миллион çын çырава «Госуслуги» портал урлă хутшăннă.

– Çынсем халăх çыравĕн пĕлтерĕшне ăнланни савăнтарать. Хама шаннă участокра ăна сивлекенсем çук, пачах урăхла – пурте кăмăллăн йышăнаççĕ, – терĕ Вăрнар поселокĕпе çÿрекен переписчик Людмила Тимофеева.

Ираида Матвеевна Артемьева та, акă, ăна хаваспах кĕтсе илчĕ. Хăй кашни çырава хутшăннине, ыйтусене яланах тĕрĕс хуравланине пĕлтерчĕ. «Статистикăна суя фактсем çинче йĕркелеймĕн ĕнтĕ. Вăл пирĕн çинчен каланиех-çке. Çитменнине, çырав пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх тĕрлĕ аталану программисене йышăннине калаççĕ», – кăмăллăн пĕлтерчĕ вăл.

Ираида Матвеевна нумай çул Вăрнарти аш-какай комбиначĕн столовăйĕнче поварта вăй хунă, ят-сума тивĕçнĕ. Тивĕçлĕ канура та хастарлăхне чакармасть. Вăл – районти ветерансен халăх хорĕн активисчĕ. Икĕ ачана кун çути панă. Халĕ Артемьевсене виçĕ мăнук савăнтарать.

Çырнăччĕ ĕнтĕ, çырава виçĕ мелпе хутшăнма пулать. Çĕнĕлĕх – «Госуслуги» порталта анкетăна харпăр хăй тултарма пултарни. Онлайн-çырав ноябрĕн 8-мĕшĕччен ĕçлет.

Енчен те эсир çырав листисене тăван чĕлхепе çырса тултарас тетĕр-тĕк, çапла тума та май пур. Анкетăна вунă чĕлхепе çырма пулать: чăвашла, пушкăртла, бурятла, тувалла, якутла, узбекла, акăлчанла, китайла тата корея чĕлхипе.

Çавăн пекех çынсем киле килекен переписчиксене хăйсем çинчен пĕлтерме пултараççĕ. Унсăр пуçне, перепись участокĕсенче (вĕсем районта тăххăр) тата МФЦ-ра «çырăнма» май пур.

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, октябрĕн 25-мĕшĕ тĕлне «Госуслуги» портал урлă 154 пин çын çырава хутшăннă. Октябрĕн 24-мĕшĕ тĕлне стационарлă участоксенче тата переписчиксем урлă 237 пин çын «çырăннă». Вăрнар районĕнче пĕтĕмпе 30160 çынна «çырса» тухмалла. Пĕр эрнере 8324 çын е 27,59 проценчĕ пĕлтерĕшлĕ утăма тунă.

Пандеми вăхăтĕнче çырава хутшăнакан çынсен сывлăх хăрушсăрлăхне тивĕçтерессине тĕпе хунă. Переписчиксем кашни эрнере ковид çине ПЦР-тестировани тухаççĕ.

Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприятинчен пăрăнса ан юлăр – хутшăнăр!

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика