Запасри 45-мĕш стрелковăй бригада çулĕпе...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.10.2021, 10:40 Просмотров: 534

80 çул каялла – 1941 çулхи октябрь уйăхĕнче – Вăрнар чукун çул станцине тупăсем тиенĕ эшелонсем çитсе чарăннă. Поездпа ларса килнĕ совет салтакĕсем вăрçă хатĕрĕсене пикенсех пушатма пуçланă. Çапла Вăрнар поселокĕнче тата ун çумĕнче запасри 45-мĕш стрелковăй бригадăн запасри 7-мĕш артиллери полкĕ вырнаçнă.

1941 çулта вăрçă пуçлансан иккĕмĕш куннех Тула облаçĕнче запасри 14-мĕш стрелковăй бригада йĕркеленнĕ. Ун йышне 95-мĕш тата 58-мĕш запасри стрелковăй полксем, 7-мĕш запасри артиллери полкĕ, 47-мĕш запасри çыхăну батальонĕ, саперсен 39-мĕш запасри батальонĕ кĕнĕ. Фронт хĕвелтухăç еннелле куçса пынă, 1941 çулхи октябрь пуçламăшĕнче, приказпа килĕшÿллĕн, 45-мĕш запасри стрелковăй бригада Чăваш АССРне куçма пуçланă. Ун штабĕ Шупашкарта вырнаçнă, командирĕ – Иосиф Никитич Макаров полковник.

Кĕçех бригадăри полксем Шупашкар, Çĕрпÿ тата Канаш хулисене, Куславкка, Кÿкеç тата Вăрнар поселокĕсене çитнĕ. Архивра упранакан Вăрнар райĕçтăвкомĕн вăл вăхăтри председателĕ Семен Гаврилович Гаврилов çырнă çыру çав тапхăра аван сăнласа парать:

«4 октября 1941г.

7-й запасной артполк прибыл в составе двух эшелонов, и еще два эшелона в пути, а людской состав в пути следует походным порядкомĕ В существующих помещениях полк нет возможности разместить, так как в прежних квартирах разместятся только 2000 чел. и дополнительно заняли Дом культуры и 8-квартирный дом Вурнарской МТС. При этом положении размещается только 50 % людского состава и 60 % конского состава. Можно было бы приступить к строительству землянок, но нет пиломатериалов и кирпичаĕ Нельзя ли где-либо достать пиломатериалы. В данное время пильщики заняты на строительстве в Шумерлинском районеĕ Мне кажется, часть полка можно разместить в Ораушевском сельсовете в двух колхозных клубах, в Кольцовском сельсовете в двух колхозных клубах и детяслях, в Кошлоушском сельсовете в одном колхозном клубе и бывшем здании церкви при условии ремонта пола заново и кладки печей (в последнем)ĕ Во всех этих сельсоветах можно разместить в порядке 3 тысĕ человекĕ Все же строительства землянок в Вурнарах нам не миновать, тĕк состав полка может быть более 10 000 челĕ»ĕ

1942 çулхи февральте 7-мĕш запасри артиллери полкĕ Хĕвелтухăç фронтне куçнă. Ун вырăнĕнче çав уйăхрах 359-мĕш запасри стрелковăй полк йĕркеленнĕ. Вăл 1944 çулхи май уйăхĕчченех Вăрнар поселокĕнче тăрать.

Запасри 14-мĕш бригадăра салтаксене вăтамран çур çул вăрçа хатĕрленĕ. Нумайăшĕ кĕçĕн командирсем пулса тăнă. Ун йышĕнчен тухнă салтаксем фронтра паттăррăн çапăçнă. Вĕсенчен пĕри – Кивçурт Енĕш ялĕнче çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройĕ Степан Илларионов.

Хальхи вăхăтра запасри 14-мĕш бригада ретне кĕнĕ 359-мĕш запасри стрелковăй полк тăнă вырăнта – Вăрнарти ял хуçалăх техникумне кĕнĕ çĕртре – гранитран тунă Астăвăм хăми пур.

Вячеслав АЛЕКСЕЕВ.

Кивçурт Енĕшри музей ертÿçи.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика