Патриотла ĕç çапла пурнăçланнă...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.10.2021, 10:40 Просмотров: 462

1941 çул. Октябрĕн 29-мĕш кунĕ.

Сăр çыранĕ халăхпа Акатуйри пек тулса ларнă темелле: кам ялсенче хваттерсене вырнаçайман, вĕсем пурте Сăр хĕрринче хĕвĕшнĕ. Çак кунтан çанталăк уяртса пынă, çумăр, телее, çума чарăннă.

Кашни колхоз хăй валли çĕр каçма шалашсем, апат пĕçерме лаçсем тума пуçланă.

Вăрманти шĕшкĕлĕхрен туратсене касса çатан картасем тытнă, тăррисене витсе пысăк хÿтлĕхсем тунă. Тăррисене шăналăксем, утă, улăм майласа витнĕ. Эртелпе çĕр каçма питĕ аван хÿтлĕхсем пулса тăнă. Халăх хушшинче çамрăк хĕрачасем нумаййăн шутланнă. Вĕсем вăрман чăтлăхĕнче шĕшкĕ каснă. ,çленĕ вăхăтра чĕрене çÿçентерекен юрăсем юрлани пур кĕтесрен те ян илтĕннĕ, сассисем инçе-инçе кайса ватă вăрмана саланнă. Вĕсем сĕт пек тулнă мăйăра ыттисем валли татса килме те ÿркенмен.

Калинино районне кĕрекен колхозниксене оборона строительствин ĕçĕпе Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Медяк ял çывăхне янă. Чăрăш-шĕнерсем вара çĕтсе çÿресе икĕ талăкран Атăл шывĕ хĕрринчи Засурье ял патнех çитсе тухнă.

Малтанхи кунсенче Сăр хĕрринчи ĕç-пуç лайăх йĕркеленсе каяйман. Райком представителĕсем те çÿлтен хушмасăр нимĕн те калама пĕлмен.

Хăшпĕр колхозсенчи хастар бригадирсем питĕ тапăртатса тăнă. Хăшĕсем, окоп тăвассипе колхоз планне хăвăртрах тултарас тесе, хăйсем тĕллĕн Сăр çыранĕ тăрăх рабочисене тÿрĕ линисемпе траншейăсем чавтарса пăхнă. Лачака тăрăх авăртса тухнă окопсенче кĕçех чĕркуççи таранах пылчăк шывĕ кÿленсе çăрăлнă.

1941 çул. Октябрĕн 30-мĕш кунĕ.

Ирхине, рабочисем хăйсен шалашĕсенчен тухма пуçланă вăхăтра, çăра чăтлăхсем витĕр хĕвел тĕрĕ тĕрлесе мĕнпур ÿсентăрана кĕрен тĕс парса тăнă. Йывăçсем çинчен саралнă çаврака çулçăсем çĕрелле вĕçе-вĕçе аннă. Ирĕкре çÿрекен çынсем хушшинче пĕр ватă тăруках çапла каланă:

– Икĕ-виçĕ кун каялла, сив çумăр чарăнма пĕлмесĕр лĕпĕстетнĕ чух, шурлăх варринчи хÿхлесе ÿсекен çăра хăмăш ăшĕнче кайăк хурсемпе кăвакалсем кăкăлтатса вĕçме чарăнчĕç. Халĕ, авă, хĕвел те ирех уяртса тухрĕ, çитес вăхăтрах сивĕ кунсем килессине кĕтсех тăрăр, – тенĕ.

Сăр çыранĕ халăхпа тулса пынă. Çывăхри ялсенче çĕр каçнă çынсем тата вăрман баракĕсене вырнаçнисем пурте пĕр çĕрелле пуçтарăннă.

Кĕçех райком представителĕсем мĕнпур бригадирсене чĕнсе илнĕ. Вăхăт нумаях та иртмен, халăх патне çарпа инженери пуçлăхĕсем çитнĕ. Вĕсем Пенза хулинчи саперсен 6-мĕш армийĕн 16-мĕш дивизийĕнче шутланса тăнă. Çар çыннисем темĕн чухлĕ хуллен пусса утсан та ура айĕнче пылчăк лачăртатни илтĕннĕ.

Вĕсем чи малтанах мобилизаци йĕркипе килнĕ. Халăха Сăр çыранĕнче хÿтĕлев чиккине тума хатĕрленĕ. Карттăпа паллаштарнă, 2-мĕш ВПС участокĕнче ĕçлессине ăнлантарнă. Вăл Хĕрлĕ Чутай районне кĕрекен Пантĕк ялĕнчен пуçласа Çĕмĕрле районĕнчи Улхаш ялĕсем таран тăсăлнă – пĕтĕмпе 80 км. Оборона строительствинче ĕçлеме Вăрнар, Калинино, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле районĕсенчи çынсене çирĕплетнĕ. Çавăн пекех Пенза хулинчен килнĕ инженери салтакĕсем 10000-ĕн. Çыран хĕррипе хÿтĕлев чикки иртмелли вырăнсенче ватă вăрманта вĕтлĕхсемпе чăтлăхсем пулса ларнă. Нарядпа вĕсене чи малтан тасатма пуçланă. Сăр шывĕн сылтăм енчи чăнкă çыранне, тăшман танкĕсем каçса ан кайччăр тесе, ытларах çамрăк яш-хĕрсене кĕреçесемпе кастарса татах чăнкăлаттарнă. Ишĕлесрен вĕтлĕх хуллисене лашасемпе турттарса çатан карса тухнă, çар терминĕпе çак ĕçсене «сотысем» тенĕ.

Çак кунтанах кашни ВПС участокĕнче кунсерен пилĕк çĕрпÿртрен кая мар хăпартма задача лартнă. Ку ĕçе пурнăçлама, пĕренесем хатĕрлеме, вăрман касассине йĕркелеме çар çыннисем, райком представителĕсем умĕнче çивĕч ыйту çĕкленĕ. Вăрман касассине ертсе пыма Вăрнар районĕнчи Çарăклă лесопунктĕнчен Николай Прокопьевич Прокопьев технорука, Сергей Лазерович Лазерев брокер-приемщика чĕнсе илеççĕ.

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика