Профессие чун туртнипе суйланă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.10.2021, 10:43 Просмотров: 593

Автомобилистсене чыслас шухăш СССР вăхăтĕнчех çуралнă. 1976 çулта Совет Союзĕн Аслă Канашĕн президиумĕ «Автотранспорт ĕçченĕсен кунĕ çинчен» указ та кăларнă. Каярахпа, 1996 çулта, автомобилистсемпе çул-йĕр ĕçченĕсен професси праçникĕсене пĕрлештерни те пулнă. Анчах ăна халăхра йышăнман-мĕн. Çавăн пиркиех 2000 çулта çĕршыв Президенчĕ уявсене уйăрма Указ çырнă. 2012 çултан çĕнĕ пĕрлешÿ кĕтет – хальхинче хулари обществăлла транспорт сотрудникĕсемпе. Уява «Автомобиль тата хула транспорчĕн ĕçченĕсен кунĕ» тесе çирĕплетеççĕ, октябрĕн юлашки вырсарникунĕнче паллă тума тытăнаççĕ.

Вăрнар поселокĕнчи хисеплĕ те маттур автомобилистсенчен пĕри – Анатолий Яковлевич Егоров. Вăл Тăван çĕршыв умĕнчи хисеплĕ тивĕçе те яваплă пурнăçланă, ĕçре те ырă ят-сум çĕнсе илнĕ. Толя Кайри Тукайĕнчи нумай ачаллă çемьере 1960 çулта кун çути курнă. Çемьере – виççĕмĕш ача. Вĕсен çемйи ялта ыттисенчен ытлашши уйрăлса тăман. Ашшĕпе амăшĕ ачисене тĕрĕс воспитани парса ĕçпе пиçĕхтернĕ.

Каччă яланах тăрăшулăхпа, хастарлăхпа, ĕçченлĕхпе палăрса тăнă. Шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕ, уйрăмах физикăпа черчение, физкультурăпа ĕç урокĕсене кăмăлланă. Пушă вăхăтра техникăпа чакаланнă, вĕсене хăех ăсталанă, çĕнетнĕ, транспортпа çыхăннă кĕнекесем вулама юратнă. Толя, пултарулăхне кура, кирек мĕнле çĕмĕрĕлнĕ техникăна юсаса чуптарма пултарнă. Çамрăк ăстаçă патне пулăшу ыйтма çывăхри ялсенчен те килнĕ. Çулла футболла, лапталла выляма вăхăт тупнă, хĕлле вара йĕлтĕрпе чупассипе питĕ хастар пулнă.

Çĕрпелти вăтам шкула пĕтерсен, 1978 çулта, вунçиччĕри каччăна Вăрнар комиссариачĕ Çĕмĕрлери ДОСААФ шкулне водительсен курсне вĕренме ярать. Унта лайăх паллăсемпе вĕренсе алла свидетельство илет.

Çуркунне Анатолин çара кайма ят тухать. Инçет Хĕвелтухăçĕнчи Тында хулинчи 23886-мĕш çар чаçĕнчи авторотăна, БАМ тунă объекта, лекет вăл. Çамрăк салтаксен курсĕ вĕçленсен Егорова автомашина шанса параççĕ.

Çăмăл килмен хĕсметре. Анчах службăра Устава пăсасси нихăçан та пулман, дисциплинăна çирĕп пăхăннă. Çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн, çар тата политика хатĕрленĕвĕнчи çитĕнÿсемшĕн ăна «Воин-спортсмен», «Совет Армийĕн отличникĕ», «Чукун çул çарĕсене 60 çул» тата ытти паллăсемпе, «БАМ строительствишĕн» медальпе чысланă. Хастар комсомолеца командирсем çартах юлма ыйтса пăхнă, анчах Егоров сержант килĕшмен: чунĕ тăван тăрăхаллах туртнă. Салтакран таврăнсан Кайри Тукай каччи «Куйбышевтрубопроводстрой» автобазинче КРАЗ-255 автомашинăпа нумай çул вăй хунă. Уренгой–Помары–Ужгород газопровод хывнă çĕрте те тăрăшнă. Каярахпа Анатолий Яковлевич поселокри «Чувашсельхозмонтаж» организацире тимлет, предприниматель ĕçне кÿлĕнет. Яланах спортпа туслă пулнă. Йĕлтĕрпе чупассипе тата çăмăл автомашинăпа ирттерекен тĕрлĕ спорт вăййисене хутшăнать. 2005 çулта Анатолий Яковлевича ентешĕсем Вăрнар район Пухăвĕн депутатне суйлаççĕ.

Вăл нумай ĕç паллисене тивĕçнĕ. Юбилейлĕ медальсем, Хисеп хучĕсем, Тав çырăвĕсем те чылай.

Мăшăрĕпе, Татьяна Васильевнапа, икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине çирĕп тăратнă. Иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Ашшĕ пекех техникăпа çыхăннă ăста специалистсем. Халĕ Анатолий Яковлевичăн виçĕ мăнук. Утмăл урлă каçнă пулин те ахаль лармасть вăл: яланах руль умĕнче, юратакан ĕçне тивĕçлĕ пурнăçлать, ырă ĕçсем тума тăрăшать. Вăл – Раççейри ветерансен союзĕн членĕ. Ял поселенийĕсенче, поселокра тата республикăра ирттерекен тĕрлĕ мероприятисенче çав тери хастар.

Н.ВАСИЛЬЕВ,

Вăрнар районĕнчи «Раççей ветеранĕсен союзĕ» обществăлла организацин ертÿçи.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика