Республика конкурсĕнче çĕнтернĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.10.2021, 11:35 Просмотров: 479

Чăваш енри вĕрентÿ институчĕ çумĕнче «Чăваш тĕнчи» республика конкурсĕ иртнĕ. Палăртмалла, конкурса килнĕ 200-е яхăн ĕç 7 темăна çутатнă.

Вĕсем – «Вĕрентекен, яту сан сумлă, ĕçÿ хăватлă, пархатарлă», «Икĕ алăра пĕр ĕç вĕрет», «Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ», «Ытарайми тăван тавралăх», «Тĕнчере 100 тĕрлĕ кĕнчеле», «Асран тухмаççĕ çулăмлă çулсем», «Асамлă арча».

«Чăваш тĕнчи» фотоконкурса Чăваш енĕн истори, культура тата çутçанталăк пуянлăхне фотографи мелĕпе кăтартма, республикăн кăсăклă тата пĕлтерĕшлĕ пулăмĕсем пирки пĕлтерме, педагогсемпе ачасен творчество тата эстетика пултарулăхне аталантарма йĕркеленĕ.

Вăрнарти 2-мĕш шкулти пуçламăш классен вĕрентекенĕ Светлана Владиславовна Алексеева «Вĕрентекен, сан яту сумлă, ĕçÿ хăватлă, пархатарлă» темăна туллин уçса панă, «Фотоочерк» номинацире çĕнтернĕ. Унăн ĕçĕ – педагогикăра 40 çул тăрăшнă Нина Алексеевна Алексеева пирки. Хисеплĕ педагог 87 çулта.

Нина Алексеевна 1934 çулта Красноармейски районĕнчи Пайсупин ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Алла аттестат илсен пĕлĕве Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче тарăнлатнă. Çамрăк педагога направленипе Удмурт Республикине янă. Ун хыççăн 37 çул Енĕшри шкулта çамрăк ăрăва вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Директорăн воспитани енĕпе тимлекен заместителĕнче те вăй хунă. ,çне кура хисепĕ. Унăн наградăсем нумай. 1957 çулта вĕрентекене «Çерем çĕрсене уçнăшăн» медальпе чысланă.

– Нина Алексеевнăн пархатарлă кун-çулĕ мана педагогика ĕçĕнче сулмаклă утăмсем тума хавхалантарать, – пĕлтерчĕ Светлана Владиславовна.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика