Ĕçре маттуррисем – хисепре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.10.2021, 11:36 Просмотров: 487

Ĕнер депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсен черетсĕр 14-мĕш ларăвĕ иртрĕ.

Пĕлтерĕшлĕ мероприятие райадминистрацин пуçлăхĕ Андрей Тихонов, структура уйрăмĕсен ертÿçисем, Вăрнар район прокурорĕ Евгений Краснов хутшăнчĕç. Ларăва депутатсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ Евгений Захаров ертсе пычĕ.

Лару савăнăçлă самантран пуçланчĕ. ,çре маттуррисем хисепре. Ял хуçалăхĕнчи курăмлă ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Чăваш ен Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ пирки «Санары» агрофирма тĕп инженерне Николай Федькова, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» ООО-н тĕп бухгалтерне Эльвира Данькована, пай пуçлăхне Альбина Семенована чысларĕç. Ырми-канми тăрăшнăшăн ытти ĕçчен те хисепре пулчĕ.

Професси уявĕпе агропромышленность комплексĕнче тăрăшакансене саламларĕç, кăтартуллă ĕçшĕн тав турĕç. «Санары» хуçалăх бригадирне Алевтина Федорована Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе, тĕп бухгалтерĕн çумне Надежда Иванована Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç.

,çлĕ ăмăртура мала тухнă хуçалăхсене те палăртрĕç, район администрацийĕн дипломĕсемпе чысларĕç. Аш-какай комбиначĕ 1-мĕш, «Мураты» кооператив 2-мĕш, Карл Маркс ячĕллĕ кооператив 3-мĕш вырăнсем йышăннă.

Райадминистрацин финанс пайĕн пуçлăхĕ Гузалия Салахова, экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Светлана Шашкарова кун йĕркинче палăртнă темăсемпе тухса каларĕç.

Депутатсем пухура пĕлтерĕшлĕ тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç. Хамăр тăрăха хăтлăх кĕртесси, тирпей-илем кÿресси, граждансен общество умĕнчи яваплăхне ÿстересси тата ытти çинчен калаçрĕç. Паллах, çивĕч ыйтăва та – коронавирус инфекцийĕ сарăлассине асăрхаттарассине – пысăк тимлĕх уйăрчĕç.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика