Çăмăлттайлăх ырăпа вĕçленмест

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.11.2021, 09:44 Просмотров: 526

Ÿсĕр водитель çул çинче чи пысăк хăрушлăх тесен те юрать. Чылай инкексен, ним айăпсăр çынсен пурнăçĕсем татăлнин, ĕмĕрлĕх сусăрланнин сăлтавĕ вăл.

Çавăнпах ĕнтĕ транспортпа ÿсĕрле тухакансемпе «кĕрешесси» пĕрмаях тимлĕхре. Кунсеренхи тĕрĕслевсемсĕр пуçне автоинспекторсем ятарлă рейдсем те кулленех ирттереççĕ.

Шăматкун та, акă, Чăваш енри ГИБДД сотрудникĕсем черетлĕ рейда тухнă: республикăри мĕнпур çулсене тĕрĕслеве илнĕ. Регионти Шалти ĕçсен министерствин даннăйĕсем тăрăх, талăкра руль умне ларнă хĕрĕнкĕ 14 водителе чарнă. Тăваттăшĕ вĕсенчен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма килĕшмен. Пĕр автомашина хуçи тĕлĕшпе уголовлă преступлени паллисем те пуррине пĕлтерет ведомство пресс-служби.

Çак канмалли кунсенче полицин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД сотрудникĕсене те ÿсĕр водитель çакланнă. Автоинспекторсен куçĕ тĕлне «Шăхасан – Калинино» автоçулпа пынă трактор лекнĕ. Тракторист йĕркене пăсни тÿрех палăрнă: вăл урă мар иккен. Инспекторсем РФ КоАП-ĕн 12.8-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе административлă протокол çырнă. Трактора вара ятарлă стоянкăна эвакуацилеме тивнĕ.

Иртнĕ эрнерех районти ГИБДД экипажĕ тепĕр транспорт хатĕрне та çул-йĕр юхăмĕнчен кăларнă. Сăлтавĕ унчченхи тĕслĕхри пекех. Ку хутĕнче çăмăл машина водителĕ инспекторсем сĕннĕ медицина тĕрĕслевне тухма хирĕç пулнă. Ахальтен мар, ахăртнех...

Çакнашкал явапсăр водительсем кирек камшăн та хăрушлăх кăлараççĕ. Ÿсĕрле руль умне ларакан çынна асăрхасан та курмăш пулни – инкексене асăрхаттарма ним те туманни. Çавăнпа та ГИБДД служби ку тĕслĕхсем çинчен йĕрке хуралçисене пĕлтерме (çав шутра – анонимлă та) сĕнет.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика