Бруцеллез чирĕ хăратать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.11.2021, 09:45 Просмотров: 528

Комсомольски районĕнчи Шурут Нурăс ялĕнче бруцеллез чирне тупса палăртнăран юпа уйăхĕнче правительствăра эпизоотие хирĕçле чрезвычайлă комиссин черетсĕр ларăвне ирттернĕ.

Аса илтеретпĕр: бруцеллез выльăха, çынна ерме пултарать. Сипленмесен чир вăраха тăсăлать. Инфекци çын организмне сурăх-качакасенчен, ĕне выльăхран, сыснасенчен, хăшпĕр чухне кушакран, йытăран, лашаран, çемçе тирлĕ чĕрчунсенчен, аш-какай тата юр-вар урлă куçать. Вĕретмесĕр холодильника лартнă сĕтре вирус 10 талăк, усламçура 4 эрне, хăймара 8–15 кун, аш-какайра 60 талăк таран упранма пултарать.

Выльăха е çынна бруцеллезран сиплеме çăмăл мар. Чир сыпăсене сиенленĕрен çынна инвалида кăларма пултарать.

Бруцеллез чирĕ пуррипе çуккине пĕлес тесе планпа килĕшÿллĕн çулталăкра икĕ хутчен, çуркунне тата кĕркунне, мăйракаллă шултра выльăхăн юнне илсе тĕрĕслеççĕ. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлнехи кăтарту çапларах – районта 15560 проба юн илсе тĕрĕсленĕ. Чир пуррине тупса палăртман.

Чăваш ен ветеринари службин ертÿçи Константин Викторов палăртнă тăрăх, пирĕн республика хальччен бруцеллез енĕпе ăнăçлă регионсен шутĕнче пулнă. Ветслужба чире малалла сарăлма чарас тĕллевпе Шурут Нурăс ялне карантина хупмалли, Шурут ял тăрăхне тулашран чикĕлемелли мероприятисен планне туса хатĕрленĕ. Вырăнти ветеринарсем çак планпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пыраççĕ.

Владимир МАТВЕЕВ,

чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика