Завод музейĕ куракансене илĕртет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.11.2021, 09:47 Просмотров: 525

Хальхи вăхăтра кирлĕ хыпархăнара тĕрлĕ çăлкуçсенче тупма пулать. Анчах та куçпа курнинчен пахи нимĕн те çук. Калем ăстисем, хăйсен тÿрĕ тивĕçĕпе тĕрлĕ çĕрте пулсассăн та, тавракурăма аталантарма манмаççĕ.

Акă, нумаях пулмасть район хаçачĕн редакцийĕн коллективĕ «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн ,ç Мухтавĕн музейне çитсе курчĕ. Паллах, хаçат ĕçченĕсем кунта малтан та пулнă-ха. Анчах та халĕ ятарласа килнĕрен музей ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех, экспонатсемпе çывăхарах паллашма май тупăнчĕ.

Социаллă тивĕçтерÿ пайĕн пуçлăхĕ Евгений Захаров музейăн анлă залĕсем тăрăх экскурси ирттерчĕ. Евгений Анатольевич каласа панăçемĕн завод историйĕ 1930 çултан тытăнса паянхи кунчченех куç умне яр уççăн тухса пычĕ. Мухтавлă та мăнаçлă вăл. Малтанах предприятие фосфорит завочĕ тенĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тытăниччен кунта фосфор çăнăхне кăларнă, ăна ял хуçалăх отраслĕнче удобрени вырăнне усă курнă.   Паллах, вăрçă пуçлансан завод 554 номерпе çÿренĕ. Боеприпассем, танксемпе самолетсен деталĕсем валли кирлĕ хатĕрсем кăларнă. Совет тапхăрĕнче предприяти химзавод ятпа ĕçленĕ. Палăртмалла, завод куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялава пилĕк хутчен çĕнсе илнĕ. Халĕ вăл музейре упранать. Завод аталанăвне сумлă тÿпе хывнă тата хастар тăрăшакан ятлă-сумлă ентешсен сăнÿкерчĕкĕсем те тивĕçлĕ вырăн йышăннă.

Кунта маларах тăватă зал пулнă. Кăçал реконструкци туса ирттернĕрен музей лаптăкĕ палăрмаллах ÿснĕ. Тата тепĕр зал хушăннă. Вăл пысăк та çутă. Аталану çулĕпе пыракан заводăн паянхи ĕç-хĕлне туллин çутатать. Çĕнĕ залта мультимедийлă тата интерактивлă технологисене ĕçе кĕртнĕ, сăнÿкерчĕксемпе, экспонатсемпе пуян.   Акă, чăн лабораторине сăнлакан наукăпа производство центрĕн экспозицийĕ мĕне тăрать. Хаçатçăсем унпа кăсăклансах паллашрĕç. Ÿсентăрана хÿтĕлемелли им-çамсене кăларнă чухне препаратсене епле хутăштарнине курчĕç. Музейре заводри хатĕр продукцин склачĕ еплерех пулнине те кăтартнă. Чăн-чăн погрузчикăн копийĕ теттене асилтерсен те вăл куракансене хытах илĕртет. Ăна пульт пулăшнипе ĕçлеттерме те пулать.

Музейре ачасене те, аслă ăрурисене те кăсăклантараканни чылай. «Август» компанин Китайри, Белоруссинчи тата Тутарстанри завочĕсен ĕçĕпе те паллашма пулать.

Музей тата библиотека методисчĕпе Вера Васильевăпа заводăн пресс-служби Людмила Иванова та экскурси тухăçлă ирттĕр тесе тăрăшрĕç. Хисеплĕ хăнасен Кĕнекинче хаçат редакцийĕн тĕп редакторĕ Светлана Чикмякова коллектив ячĕпе тав сăмахĕ çырчĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика