60 çултан иртрĕн – асăрхан!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.11.2021, 09:47 Просмотров: 626

60 çулсенчи çынсен, прививка тутарман е юлашки çур çулта коронавируспа чирлемен-тĕк, чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен самоизоляци йĕркине пăхăнмалла. Паллах, хăшпĕр сăлтавсемпе килтен тухма пултараççĕ. Вĕсем – медпулăшу илме, лавккана тухни, çÿп-çап кăларни, харпăр хăй транспорчĕпе е таксипе дачăна е сад участокне кайни тата ыттисем.

Сăмах май, Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Россия 24» телеканала панă интервьюра пĕлтернĕ тăрăх, республикăра малтанхи тапхăртисемпе танлаштарсан вакцинаци тăвасси 3–3,5 хут ÿснĕ. Çынсем хÿтĕлев мелĕсемпе ытларах усă курма тытăннă. Тунтикун тĕлне Чăваш енре пурăнакан 424509 çын çĕнĕ коронавирусран прививка тутарнă.

Чăваш ен Пуçлăхĕ республикăра эпидемиологи лару-тăрăвĕ çав-çавах йывăр пулнине каланă. Унпа пĕрлех ĕçлĕ мар кунсене кĕртнĕрен ку енĕпе ырă улшăнусем кăшт курăннине палăртнă.

Аса илтеретпĕр, ковид тĕлĕшпе лару-тăру çивĕч пулнине кура Чăваш енре çирĕп чару мерисем йышăннă. «Каникула» тăсасси е тăсас мар пирки татăклăн ноябрĕн 5-мĕшĕнче Оперштаб калĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика