Тĕслĕхлĕ çемьене – пысăк награда

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.11.2021, 09:48 Просмотров: 404

«Манăн пĕрремĕш юратнă учительница», «Йĕлтĕр спортĕнчи пĕрремĕш тренер», «Тивĕçлĕ çемье», «Хамăн çамрăклăхра ырă йĕр хăварнă ентешсене курма питĕ кăмăллă»... – «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн Инстаграмри страницинче вырнаçтарнă хыпар чылай çыннăн чĕринче савăнăç туйăмне вăратрĕ.

Хыпарĕ чăннипех ырă: Мăньял Хапăсри Надеждăпа Юрий Тикиневсем Раççей Федерацийĕн патшалăх наградине – «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медальне тивĕçнĕ. Иртнĕ эрнекун вĕсене республикăри тата çичĕ çемьепе пĕрле Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă, нумай ачаллă çемьесем регион мăнаçлăхĕ пулнине, ку категоририсене пулăшма çĕршывра, вăл шутра хамăр республикăра та, тĕрлĕ программăсем ĕçленине палăртнă.

Тикиневсем тăватă ачана – виçĕ хĕрпе пĕр ывăла – кун çути панă. Хĕрĕсем ашшĕ-амăшĕн çунатти айĕнчен вĕçсе тухнă ĕнтĕ, тĕп хулара вĕренеççĕ. Александр шкулта пĕлÿ илет.

Ку çемьене нумайăшĕ спортри пысăк çитĕнÿсем урлă пĕлет. Вĕсем йĕлтĕрпе чупассипе, полиатлонра, спортпа туслă çемьесен конкурсĕсенче – республикăн нумай хутченхи çĕнтерÿçи. Надежда Владимировна – Калининăри вăтам шкул учителĕ. Юрий Александрович – Вăрнарти ача-пăча спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ. Вун-вун ачара мăшăр тĕрлĕ енлĕ аталану ăсталăхне хывать.

Хăйсем те ĕçчен. Ачисем те маттур. Çитĕнÿ патне пĕчĕкрен тĕллевлĕн утма хăнăхнă. Пурте – йĕлтĕр спорчĕн çывăх тусĕсем. Çĕнтерÿ кулленхи тренировкăсем, пĕтĕм вăя шеллемесĕр тăрăшни урлă хывăнать.

Тикиневсем – чăннипех те район мухтавĕ. Спортра кăна мар, ытти ĕçре те вĕсем пĕрлĕхлĕ, мал ĕмĕтлĕ пулнипе уйрăлса тăраççĕ. Темиçе çул каялла тĕслĕхлĕ мăшăр «Чăваш енри çулталăкри чи лайăх çемье» конкурсра та çĕнтернĕччĕ.

Юрий Александровичпа Надежда Владимировнана сумлă наградăпа саламлатпăр.

Светлана

ЧИКМЯКОВА.

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика