Тимлĕхре – çутçанталăка хÿтĕлесси

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.02.2018, 11:02 Просмотров: 417

Атăл тăрăхĕнчи тавралăха хÿтĕлес тата çутçанталăкпа усă курас сферăра саккунлăха çирĕплетес ĕçре Атăлçи регионсем хушшинчи çутçанталăка сыхлассипе тимлекен прокуратура уйрăм вырăн йышăнать.

2017 çулта пĕтĕмпе 5 пин ытла предписани çырнă, прокурор ыйтнипе 5,3 пин çынна дисциплинарлă тата административлă явап тыттарнă. Саккуна пăсма юраманни çинчен 400 çынна асăрхаттарнă, прокурор тĕрĕслевĕн материалĕсемпе 224 уголовлă ĕç пуçарнă. Экологие сиен тăвассине сирсе ярас тĕллевпе 1 пин ытла тавăçпа суда тухнă.

Пĕлтĕр прокуратура ĕçĕнче пулнă чи çивĕч ыйтусем шыв-шур объекчĕсен тата атмосфера сывлăшĕн сыхлавĕпе, шыври биоресурссен тата чĕрчунсен тĕнчине хÿтĕлессипе, промышленноçри тата йăлари каяшсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе тата ыттипе çыхăннă. Атăлçи прокуратурин асăрхав ĕç-хĕлне пула уйрăм сыхлаври çутçанталăк территорийĕсен 50 положенийĕпе паспортне çирĕплетнĕ, 200 çутçанталăк комплексĕн чиккисене çирĕплетнĕ.

Экологи тата çутçанталăкпа усă курас сферăра коррупциллĕ пулăмсене тупса палăртассипе те чылай мера йышăннă. Ку енĕпе йĕркене пăснă тĕслĕхсем пĕлтĕр 800 çырăннă. Административлă тата дисциплинарлă явап тытнисем 800 çын.

Иртнĕ çул прокуратура «вĕри лини» йĕркеленĕ, унта экологие пăсни çинчен 200 пĕлтерÿ йышăннă. Çавăн пекех 1312 çын хăйсем тĕрлĕ ыйтупа килчĕç. Граждансене меллĕ пултăр тесе тухса çÿресе тĕлпулусем йĕркелетпĕр. Кунсăр пуçне официаллă сайт урлă çыхăнма май пур.

В.СЕЛИФАНОВА,

Атăлçи регионсем хушшинчи çутçанталăка сыхлассипе тимлекен прокурор.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика