Прививка тутармасан – тÿлевсĕр отпуска

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.11.2021, 09:19 Просмотров: 362

Ĕçлемелле мар кунсем туни коронавирус сарăлассипе çыхăннă лару-тăрăва кăшт çăмăллатма май панă.

Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата районсемпе хуласен администрацийĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ. Апла пулин те – лăпланма ир-ха.

Стационарсенче паян инфекци ернĕ 2,7 пин ытла çын, амбулатори мелĕпе тата 6 пин ытла çын сипленет. Çак цифрăсем иртнĕ эрне пуçламăшĕнчи кăтартусенчен пĕчĕкрех. Çавна май, Олег Николаев шучĕпе, ĕçлемелле мар кунсем йĕркеленин усси куçкĕрет. Анчах чир ернĕ çынсене çав-çавах йышлăн тупса палăртаççĕ – вăл юлашки талăкра 179 çынна коронавирус аптăратнине палăртнă. Çийĕнчен вăрăм кану кунĕсем хыççăн чирлисен шучĕ кашнинчех тăруках ÿсни палăрать те – ку хутĕнче те çапла пулас хăрушлăх пур. Çавăнпа Олег Алексеевич сыхлăх мерисене çирĕп пăхăнмалли çинчен черетлĕ хут асăрхаттарнă. Маска режимĕ, QR-кодпа усă курасси, социаллă дистанци – çак мелсем çине алă сулма юрамасть.

Чи кирли вара, паллах, вакцинаци: «Инфекци ерсен те çынсем чире çăмăлрах тÿссе ирттерĕç». Çавна май республикăн тĕп санитари врачĕн уйрăм сферăсенче ĕçлекенсене пурне те прививка тумалли çинчен калакан йышăнăвĕ пирки аса илтернĕ. Вăл чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. ЧР Пуçлăхĕ вакцинациленмен ĕçченсене ĕç укçине упраса хăвармасăр отпуска яма сĕннĕ. Ĕç паракан çак требование пăхăнмасан ун тĕлĕшпе тивĕçлĕ санкцисемпе усă курмалла. Транспорт сферине, ЖКХна, потребитель рынокне çакă чи малтан пырса тивмелле.

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика