Вăрнар районĕ – çĕнтерÿçĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.11.2021, 09:20 Просмотров: 484

Республикăра Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕн кунне çулсерен паллă тăваççĕ. Кăçал вăл чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкарти Оперăпа балет театрĕнче иртнĕ.

Паллах, шăрăх çанталăка пула хресчене çăмăл килмерĕ. Ял хуçалăх культурисен тухăçĕ пĕчĕкрех пулин те аграрисем уй-хир ылтăнне пухса кĕртес тесе ырми-канми тăрăшрĕç. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хуракансем те хастар. Професси уявĕнче вăрнарсен делегацийĕ те пулнă. Аграрисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов саламланă.

Тăван енпе ентешсем тивĕçлипех мăнаçланма пултараççĕ. Вăрнар районĕ экономика ăмăртăвĕнче кăçал та çĕнтернĕ. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 54 пин гектартан ытларах çĕрпе усă куракан муниципаллă районсем хушшинче   пĕрремĕш вырăна тухнă.

Уявра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакансене патшалăх наградисемпе чысланă. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн сысна комплексĕн тĕп ветеринари врачĕ Иван Егорович Ермолаев та маттуррисен йышĕнчен. Професси тĕлĕшĕнчен ăста. Иван Егорович «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Палăртмалла, мероприятие Роспотребнадзорăн санитарипе эпидемиологи требованийĕсене пăхăнса ирттернĕ. Праçнике килнисен коронавирусран вакцинаци туни çинчен пĕлтерекен сертификатăн QR-кочĕ, ПЦР-тест кăтартăвĕ пуррипе çуккине тĕрĕсленĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика