Инкексен сăлтавĕ – тимлĕхе çухатни

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.02.2018, 11:02 Просмотров: 452

Юлашки виçĕ çулти цифрăсем районта пушарсен шучĕ чакса пынине кăтартаççĕ. Сăлтавне профилактикăна усăллă ирттернипе, халăхпа тимлĕ ĕçленипе ăнлантараççĕ асăрхав ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕн сотрудникĕсем. 2015 çулта пирĕн тăрăхра «хĕрлĕ автан» 50 хутчен инкек кÿнĕ пулсан, 2016-че – 46, 2017-че – 43. Пĕлтĕр пушарсенчен чĕрĕ тухайманнисем 4 çын пулнă. Вут-çулăм пурăнмалли 11 çурта, 15 хуралтăна, 1 фельдшерпа акушер пункчĕн çуртне çунтарса кĕллентернĕ, çăмăл 2 машинăна, тырпул пухмалли 1 комбайна тĕп тунă. Выльăх апачĕсем – 10 тонна енне утă, пĕрер тонна улăмпа тырă – çуннă. Пĕтĕмпе тăкак пысăк – 5252,7 пин тенкĕ ытла.

Ял поселенийĕсемпе уйрăммăн тишкерес-тĕк, Ершепуç, Кульцав тата Кĕçĕн Кипек тăрăхĕсенче пушарсем пулманнине каласа хăвармалла. Çав вăхăтрах ÿсĕм Аçăмçырми (6), Шĕнер Ишек (3), Малти Ишек (4), Санарпуç (2), Çавалкас (2), Çĕрпел (2), Хирпуç (2) поселенийĕсенче. Инкексен пысăк пайĕ (37-шĕ) яланхиллех çурт-йĕр секторĕнче тухнă. Мĕн пирки алхасать вут-çулăм; Сăлтавĕсем çултан çул пĕрех. Хурлăхлă статистикăра çынсем çулăмпа хăйсем асăрханусăр пулни пĕрремĕш вырăнта – 14 пушар. Электрооборудованипе тĕрĕс мар усă курнăран 11, кăмакасемпе тĕтĕм çулĕсен юсавсăрлăхне тата вĕсемпе усă курнă чух хăрушсăрлăх правилисене пăснăран 9 пушар çырăннă. 4 тĕслĕхре çынсен пурлăхне юриех чĕртсе янă, иккĕшĕнче ачасем çулăмпа вылянă, тепĕр тĕслĕхĕ газ оборудованине хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмасăр ĕçлеттернипе çыхăннă. Кунсăр пуçне 2 транспорт хатĕрĕ тĕрлĕ кăлтăксене пула тивсе илнĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.   

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика