Çулсерен аталаннă, кăтартăва лайăхлатнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.02.2018, 11:03 Просмотров: 327

Хальхи вăхăтра вĕрентÿ тытăмĕнче кирек хăш енĕпе пăхсан та ырă улшăну чылай. Çапах та лайăххин чикки çук. Пытараймăн, ача мĕнле пĕлÿ, хăнăху илесси вĕрентекен ăсталăхĕнчен килет. Унăн та паян, пурнăçпа тан пырас тесен, пĕлĕве куллен тарăнлатма тивет. Хăмăш шкулĕнче вĕрентекенсем шăпах çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ: пуçарулăхпа палăраççĕ, çĕнĕлĕхсемпе усă кураççĕ. Кунта вĕрентÿ пахалăхĕшĕн кашни чуна парса ĕçлет. Хальхи вăхăтра шкулта тăхăр учитель тăрăшать. Пурте хăйсен ĕçне чунтан парăннă.

Хăмăш шкулĕн историйĕ патне таврăнас пулсан, ăна 1894 çулта Василий Павлов хресчен килĕнче уçнă. Ачасене вулама, çырма тата шутлама вĕрентнĕ. Учительте вара патша çарĕнче службăра тăнă Федор Луков ĕçленĕ. Вăл ялта çав вăхăтра хутла пĕлекен пĕртен-пĕр çын пулнă. Вăрçăран хăрах алăсăр таврăннă пулин те хăй тĕллĕн çăпата тума пултарнă. Çак ĕçе педагог ачасене те вĕрентнĕ.

1897 çулта Пукрав чиркĕвне çÿрекенсен пулăшăвĕпе пысăках мар ятарлă çурт çĕклесе лартнă. Унта 36 арçын ача ăс пухма пуçланă. 1909 çулта шкул чиркÿ-прихут шкулĕ пулса тăнă. Пĕр класлă вĕрентÿ учрежденийĕн ĕç-хĕлне  йĕркелесе пыма Хусанти тĕн семинарине пĕтернĕ Петр Смирнова шаннă.

1912 çулта икĕ класра 43 арçын ачапа 3 хĕрача ăс пухнă: пĕрремĕш класа 28 ача, иккĕмĕшне 17 ача çÿренĕ. Октябрь революцийĕ хыççăн вара вĕренекенсен йышĕ самаях ÿснĕ – 67 ачана çитнĕ. Çирĕммĕш çулсен вĕçĕнче кĕçĕн классем Кивьял Нурăсра, аслăрах çулсенчисем Хăмăшра икĕ пÿлĕмлĕ шкулта вĕреннĕ. 1932 çулта шкулта çичĕ класс таран вĕрентме пуçланă.

Пĕрремĕш директора Порфирий Петрова çирĕплетнĕ. Вĕренекенсем виçĕ ялти колхозниксен килĕнче ăс пухнă. 1937 çулта тинех çутă-ĕмĕт пурнăçланнă, çĕнĕ пысăк çурта куçма пултарнă. Аслă классене вĕрентекенсенчен чылайăшĕ вăтам пĕлÿллĕ кăна пулнă, çавах та вĕсем пултарулăхпа тата тăрăшулăхпа палăрнă. Ачасем те пĕлÿ енне чун-чĕрепе туртăннă. Çиччĕ пĕтернĕ хыççăн чылайăшĕ малалла вĕреннĕ. Классем пĕр-пĕринпе тупăшнă. Кашни чĕрĕк вĕçленсен ачасен вĕренÿри çитĕнĕвĕсемпе коридорти стенд паллаштарнă. «Пиллĕк» паллă илекенсем самолетпа «вĕçнĕ», вĕренÿре кая юлса пыракансем вара тимĕр шапа çинче «ларса» пынă.    

Вăрçă хыççăн шкула ятарлă вăтам тата аслă пĕлÿ илнĕ специалистсем килме пуçланă. Вĕсенчен пĕри – Петр Ананьев. Вăл çĕнĕ шкул çуртне çĕклесе лартассишĕн нумай вăй хунă. 1958 çулта сакăр класлă шкул ачасемпе учительсем валли хăйсен алăкĕсене уçнă.

2000 çулта шкул унчченхи ача-пăча сачĕн çуртне куçнă. Хăмăшра сакăрвуннăмĕш çулсен вĕçĕнче ача сачĕ çĕклесе лартнă. Çулсем иртнĕçемĕн унта çÿрекенсен йышĕ пĕчĕкленме пуçланă. Çурт хупăнасран вĕрентÿ учрежденийĕ туса хунă. 2000 çулхи çулла юсав ĕçĕсем нумай туса ирттернĕ: урайсемпе стенасене сăрланă, вĕренÿ кабинечĕсем йĕркеленĕ. Çав çулхине тăватă ялти 128 ача парта хушшине ларнă.

Хальхи вăхăтра шкулта вĕренекенсен йышĕ пысăк мар, çирĕм ытла ача кăна пĕлÿ илет. Сăлтавĕ ачасем Калинино тата Ярмушка шкулĕсене вĕренме çÿренипе çыхăннă. Классем пĕчĕк пулин те ачасем вĕренÿре тăрăшуллă. Районти кăна мар, республикăри тĕрлĕ предмет олимпиадисене хутшăнса çитĕнÿсем тăваççĕ. Вĕренекенсем спорт ăмăртăвĕсенче те палăраççĕ.

Хăмăш шкулĕнче вĕренсе тухнисем хушшинче ĕçре палăрнисем сахал мар. Кунтан çĕр ытла инженерпа ученăй, утмăл офицер тухнă. 11 çын тĕрлĕ отрасльте ĕçлесе тава тивĕçлĕ хисепе тивĕçнĕ. Çавăн пекех спортра палăрнисем те пур. Мĕнех калăн, ырă ят пуянлăхран та хаклăрах.

Шкул пуласлăхĕ ачасен йышĕпе çыхăнни пуриншĕн те паллă. Ялсенче пепкесем çут тĕнчене ытларах килсен вĕрентÿ учрежденийĕнче шăнкăрав сасси янăрама пăрахмасси пирки иккĕленÿ çук.

Юрий КОРНИЛОВ.

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика