Юханшыв çыранне тасатнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.11.2021, 15:33 Просмотров: 542

Çанталăк шăнтиччен Хирпуç ялĕн хастарĕсем каллех экологи субботникне тухнă. Хальхинче вĕсем Санарка юханшывĕн çыранĕнче пысăк ĕç пурнăçланă. Çÿп-çапа, çумкурăка тасатнă, хăйсем тĕллĕн шăтса тухнă хунавсене иртнĕ.

Пархатарлă та кирлĕ ĕç пурин кăмăлне те çĕкленĕ. «Тавралăх тасалăхĕшĕн пурте кар тăрсан çутçанталăк та çăмăлраххăн сывлĕ», – теççĕ вĕсем.

Добавить комментарий

Яндекс.Метрика