Ачасене пулăшма

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.11.2021, 15:34 Просмотров: 468

Правительство комиссийĕн йышăнăвĕпе 2013 çултан тытăнса Ачасен пĕтĕм тĕнчери кунĕнче Пĕтĕм Раççейри Ачасене право пулăшăвĕ кÿмелли куна йĕркелеççĕ. Кăçал вăл ноябрĕн 19-мĕшĕнче иртет.

Мероприятин тĕп тĕллевĕ – тăлăх тата пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене право ыйтăвĕсемпе пулăшупа тивĕçтересси, çавăн пекех çынсене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ çинчен анлăрах ăнлантарасси.

Чăваш ен Юстици ĕçĕсемпе тимлекен патшалăх службин информацийĕ тăрăх, çак кун программи пуян пулмалла. Юстици тата шалти ĕçсен органĕсен, патшалăх влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, нотариуссен тата адвокатсен пĕрлешĕвĕсен специалисчĕсем пухăнакан «çавра сĕтелсем», ашшĕ-амăшĕсемпе çула çитменнисем валли «уçă алăксен кунĕсем», вĕсене социаллă-право (çемье, çурт-йĕр, ĕç саккунлăхĕн, ача прависен) ыйтăвĕсемпе консультацисем парасси, право калаçăвĕсем, вĕрентÿллĕ семинарсем, ÿкерчĕксен куравĕсем, ачасен прависемпе тивĕçĕсене ăнлантаракан буклетсем сарасси, стендсем хатĕрлесси тата ытти те – пурĕ 400 ытла мероприяти. Вĕсене ирттерессишĕн республикăн патшалăх тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем яваплă.

– Ачасен прависен, опека тата попечительство, ача-пăчапа ашшĕ-амăшĕсен хутшăнăвĕсен ыйтăвĕсемпе тÿлевсĕр юридици консультаци пункчĕсене вĕрентÿ учрежденийĕсенче, ача çурчĕсенче, çула çитменнисен социаллă реабилитаци центрĕсенче те йĕркелĕç. Паллах, çак куна халалланă мĕнпур мероприяти эпидемиологи хăрушсăрлăхĕ енĕпе йышăннă чарусене пăхăнса иртĕ, – мероприятисене хутшăнма йыхравлать Юстици ĕçĕсен служби.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика