Уяв тĕлне – чыслав

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.11.2021, 15:34 Просмотров: 569

Юнкун çĕршыври шалти ĕçсен органĕсен мĕнпур сотрудникĕ професси кунне уявларĕ. Кунсеренех район çыннисен хăрушсăрлăхĕпе хÿтлĕхĕн хуралĕнче тăракансем те – вырăнти полици ĕçченĕсем – çак кун ведомство пуçлăхĕсенчен, район ертÿлĕхĕнчен салам сăмахĕсене тивĕçлипе йышăнчĕç.

Уяв мероприятийĕ муниципалитетсем хушшинчи «Вурнарский» пайăн акт залĕнче эпидемиологи лару-тăрăвĕн чарăвĕсене çирĕп пăхăнса иртнĕ.

Полицейскисен паян криминаллă кăткăс – преступленисен пысăк пайĕ (ултавсем, çаратусем) виртуаллă уçлăха «куçнă», преступниксем çĕнĕ технологисене хăвăрт алла илнĕ вăхăтра ĕçлеме тивет. Çакăнпа пĕрлех обществăна аркатакан сиенлĕ пулăмсемпе – коррупципе, наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе – кĕрешесси те, йăлари киревсĕрлĕхсене, çула çитмен ачасемпе çамрăксене преступленилле ĕçсене явăçтарнине асăрхаттарасси те, ытти те унчченхи пекех тĕллевлĕ пурнăçланать. Полицин «Вурнарский» пайĕн коллективĕ районта право йĕркине пăснă тĕслĕхсене чакарас, обществăлла йĕркелĕхе сыхлас тĕллевпе хăйсенчен мĕн кирлине пĕтĕмпех тума тăрăшать. Çакна палăртса, пай пуçлăхĕ полици подполковникĕ Дмитрий Фирсов ĕçтешĕсене çĕршыв-республика ертÿçисем, министерство ума лартнă задачăсене пысăк яваплăхпа пурнăçланăшăн тав тунă. Уяв ячĕпе саламланă май малашне те пурне те шалти ĕçсен сотрудникĕн ятне çÿлте тытса пыма, çынсен хÿтлĕхĕпе лăпкăлăхĕшĕн ĕçлеме суннă.

Йĕрке хуралçисене тата пай ветеранĕсене професси кунĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов саламланă. Вăл паян службăра тăракан полици сотрудникĕсем районта саккунлăха тата йĕркелĕхе çирĕплетессипе хăюлăха, хастарлăха чакармасăр тимлессине шаннине пĕлтернĕ. Чи маттуррисене, службăра лайăх кăтартусемпе палăрнисене Андрей Владимирович район администрацийĕн Тавĕпе чысланă. Вĕсем – Светлана Дмитриева дознаватель, Александр Михайлов полицин участокри уполномоченнăйĕ, Петр Лукин полицейски (водитель).

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика