Çулсерен пуянланать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.02.2018, 11:04 Просмотров: 424

Архив фондне туса хуни – çав тери пĕлтерĕшлĕ ĕç. Ун кирлĕлĕхне уйрăмах çынсем вăл е ку документа çирĕплетмелле чухне туйса илеççĕ.

Вăрнар район архивĕнче пĕтĕмпе 44 пин те 519 ĕç упранать. Вĕсенчен 16 пин те 522 управ единицине картонланă.

Пĕлтĕр Упнер тата Çĕрпел ял поселенийĕсен администрацийĕсен 2011 – 2015 çулсенчи, Санарпуç ял поселенийĕн 2005–2016 çулсенчи, Вăрнар район сучĕн 1999–2014 çулсенчи архив ĕçĕсене йĕркене кĕртнĕ.

– Район архивĕ ĕçлеме пăрахнă организацисемпе ял хуçалăх предприятийĕсен докуменчĕсене комплектлас ĕç малалла пырать. 2017 çулта яланлăх управа 100 ĕç, уйрăм йыш тĕлĕшпе 304 ĕç килнĕ, – пĕлтерчĕ район администрацийĕн архив ĕçĕсен секторĕн ертÿçи Лилия Тихонова.

Яланлăх управа пĕлтĕр Упнер тата Вăрманкас ял поселенийĕсен 2005–2010 çулсенчи 50-шар ĕçне, Вăрнарти ДРСУн 304 ĕçне йышăннă.

Пĕлтĕр архива çынсем 1608 ыйтупа тухнă, вĕсенчен 1319-шне майлă татса панă. Вăл шутра VipNet урлă – 92. Кунсерен архив 6–8 ыйтăва татса парать.

Кăçал та архив ĕçне йĕркелесе пырассипе, документсен управлăхне тата патшалăх учетне тивĕçтерессине кирлĕ пек туса пырассипе пысăк ĕçсем палăртнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика