Тухтăр патне – çĕнĕ йĕркепе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.02.2018, 11:04 Просмотров: 395

Февралĕн 1-мĕшĕнчен врач патне электронлă майпа çырăнас йĕрке улшăнчĕ. Электронлă регистратурăна хăнăхнă пациентсен халĕ патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕнче авторизациленмелле.

Электронлă регистратура пилотлă проект йĕркипе пирĕн республикăра 2010 çултанпа ĕçлеме тытăнчĕ. Унпа усă курас йĕрке çав тери ансатчĕ – страхлав полисĕсĕр пуçне урăх нимĕн те кирлĕ марччĕ.

Малашне полиссăр пуçне паспорт тата СНИЛС кирлĕ пулать. Хăрама кирлĕ мар – пациентăн пĕтĕм даннăйĕсем вăрттăнлăхра тата хăрушсăрлăхра юлаççĕ.

Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕнче регистрациленме МФЦна, социаллă хÿтлĕх центрне е Пенси фончĕн уйрăмне каймалла. Компьютера лайăх пĕлекенсем ку процедурăна килте те тухма пултараççĕ. Аслăрах ÿсĕмрисене ачисем çăмăллăнах пулăшĕç. Ачасемшĕн вĕсен СНИЛС номерне кăтартса ашшĕ-амăшĕ çырăнĕ.

Çĕнĕ форма пациента Интернетри уйрăм пÿлĕмре хăй врач патĕнче пулнин пĕтĕм информацине тупма май парĕ.

Паллах, врач патне телефонпа та (8-83537-2-52-82) çырăнма пулать. Регистратура урлă медицина пулăшăвне илессине те пăрахăçламан. Пациента васкавлă пулăшу кирлĕ пулсан, ăна маларах çырăнмасăр та йышăнĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика