Хăйсене хĕрхенмесĕр тăрăшаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.11.2021, 09:00 Просмотров: 369

Çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ пирĕн çемьене те кĕчĕ. Больницăра вырт-сах сипленме тиврĕ пулин те, тавах Турра, вакцинаци вăхăтра тутарнипе эпир ăна çăмăлраххăн ирттертĕмĕр. Прививка тутарманнисем еплерех нушаланнине курма питĕ йывăр.

Пандеми вăхăтĕнче медицина ĕçченĕсем уйрăмах пысăк тиевпе тăрăшаççĕ, хăйсен пурнăçне шеллемесĕр ыттисен сывлăхĕшĕн кунне-çĕрне пăхмасăр вăй хураççĕ.

Тухтăр паян Турă пекех. Вăл вăхăтра пулăшни пĕлтерĕшлĕ. Акă хамăрăн участокри врач-терапевт Зоя Ивановна Дмитриева диагноза тÿрех лартрĕ, сиплеве ячĕ. Тавах ăна.

Ковид-центрта тимлекен врач Анжелика Владимировна Спиридонова тата пĕтĕм персонал пирки те ыррине кăна калас, вĕсене пĕтĕм чун-чĕререн тав тăвас килет. Пациентсем йышлă, ĕç нумаййине пăхмасăр вĕсем ыркăмăллăха чакармаççĕ, пуринпе те вашават.

Сирĕн ĕçе сăмахпа туллин хаклама çук. Пархатарлăх, врач этикине пăхăнни сирĕн пата ырă самантсемпе таврăнтăр. Паянхи çăмăл мар лару-тăрура малти ретре тăрăшакан мĕнпур медицина ĕçченĕ умĕнче çĕре çити пуçа таятпăр.

Никифоровсен çемйи.

Вăрнар.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика