Ялта пурăнакан – тăван тăрăха юратакан

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.11.2021, 09:02 Просмотров: 314

Çăкăртан асли çук теççĕ те, уй-хирте вăй хуракансем уйрăмах чыс-хисепе чи малтан тивĕçлине кашниех чун-чĕрипе туйса тăрать-тĕр. Пирĕн сĕтел çăкăр-тăвартан ытлă-çитлĕ пуласси çĕр ĕç специалисчĕсен тăрăшулăхĕнчен нумай килет.

Агроном – анлă пĕлÿллĕ çын. Ял хуçалăх культурисенчен пысăк тухăç илес тесе хĕрÿ тапхăрта кунне-çĕрне уямасăр тăрăшать. Ку анчах-и; Хĕллехи кунсенче те пуç ватмалли сахал мар, çывхарса килекен çуракине хатĕрленмелле. Агрономра хăйсен профессине чунтан парăннисем кăна ĕçлеме пултараççĕ. Çĕрпелти Михаил Георгиевич Горбунов – чăн-чăн хресчен чунĕллĕ патвар çын. Вăл паян 65 çулхи юбилейне паллă тăвать. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 41 çул, агрономра вара 27 çул тимленĕ. Çав вăхăтрах «Янгорчино» хуçалăх ертÿçин заместителĕ те пулнă.

– Агрономра тăрăшнă вăхăтсем час-часах аса килеççĕ. Эпĕ виçĕ ертÿçĕпе ĕçлерĕм. Пурин пирки те ырă сăмах кăна калама хатĕр. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеттĕмĕрччĕ. Кăтартусем çултан-çул ÿссе пынă. «Янгорчино» хуçалăх ÿсентăран, выльăх-чĕрлĕх отраслĕсенче палăрăмлă çитĕнÿсем тунă. Паянхи кун та кооператив тилхепи çирĕп алăра, Геннадий Васильевич Романов ертсе пынипе хуçалăх малаллах аталанса пырать, – терĕ Михаил Георгиевич.

Юбиляр пирки те ял-йышра ыр сăмах калакан сахал мар. Михаил Георгиевич лайăххине, пархатарлине ăша хывса хăйĕн професси ăсталăхне çултан-çул туптаса пынă. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл 2016 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

– Аттепе анне ăс парса вĕрентни халĕ те асрах. «Хура çăкăр хура тарпа çитĕнет. Вăй хумасăр, тăрăшмасăр нимĕн те пулмасть. ,ç – пурнăç тыткăчи», – тетчĕç вĕсем. Аттепе анне халĕ çут тĕнчере çук пулин те вĕсен халалне нихăçан та манăçа кăлармастăп, – терĕ Михаил Горбунов.

Унăн ашшĕ, Георгий Федорович, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Фронтран таврăнсан нумай çул тимĕрçĕ лаççинче пилĕк авнă. Амăшĕ те, Феодосия Андреевна, колхозра ĕçленĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытнă. ,çченсем тăватă ывăлĕпе тăватă хĕрĕшĕн чăн тĕслĕх пулнă. Улмийĕсем те йывăççинчен аякка ÿкмеççĕ тени тĕрĕсех. Михаил Горбунов ачаранах хастарлăхпа палăрса тăнă. Кил-тĕрĕшри пур ĕçе пурнăçланă. Касу пăхма юратнă. Ун чухне арçын ачана тăван уй-хир анлăшĕ, илемĕ хытах тыткăнланă. Çитĕнсен агроном пулатăпах тесе тупа тунă. Çĕр-анне ытамĕнчи ытарми илĕртÿлĕхе ялта пурăнакан ытларах туять пулĕ.

6-мĕш класра пĕлÿ пухнă чухне колхоз ĕçĕсене хутшăнма тытăннă. Шкулта аван вĕреннĕ, уйрăмах арçын ачана физика, физкультура, ÿнер урокĕсем килĕшнĕ. Салтак аттине тăхăниччен тракторист специальноçне алла илнĕ. Хурçă утпа çÿренĕ.

– Салтака каяймасан арçын пулаймастăн, этем тивĕçлĕхне çÿле çĕклейместĕн, – тенĕ мĕн авалтан. Çакна Çĕрпел каччи те пĕчĕкренех пĕлсе ÿснĕ. Çавăнпа та СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсенче тăма ят тухсан Михаил Горбунов хĕпĕртенĕ. Вăл 1975–1977 çулсенче Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçланă. Служба Саратов тăрăхĕнче Ракета çарĕсенче иртнĕ.

Хĕсметрен таврăнсан Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче пĕлÿ илнĕ. Тăван колхоз ĕçĕсене кÿлĕннĕ. Водительте, трактористра, ĕç сыхлавĕн инженерĕнче тăрăшнă. Хастар çамрăка 2-мĕш бригадăн бригадирне суйланă. Ку ĕçре вăл 1989–1993 çулсенче тимленĕ. Тĕп агрономра та вăй хунă.

1995 çулта Михаил Георгиевичăн хулпуççийĕ çине пысăк яваплăх тиеннĕ. Ăна Çĕрпел ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхне суйланă. Ку вăхăтра çĕршывĕпех ялсенче «кăвак çулăм» кĕртессипе ĕçленĕ. Ертÿçĕ пулнă май Михаил Горбуновăн сахал мар вăй хума тивнĕ. Ял тăрăхне хăтлăх, тирпей-илем кĕртесси те кулленхи тимлĕхрех пулнă.

ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен, теççĕ. Михаил Горбунов Чулхулари патшалăх службин академийĕнче те пĕлĕве тарăнлатнă.

Тăрăшнине кура ят-сумĕ. Вăл Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн Хисеп грамотине, Чăваш Республикин Строительство, архитектура тата кил-çуртпа коммуналлă хуçалăх министерствин Хисеп грамотине, «РФ Селекци çитĕнĕвĕсене упрас тĕлĕшпе тимлекен патшалăх комиссийĕ» учрежденин Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Тата ытти награда та пур.

Маттур ĕçчене, ертÿçе тата пысăкрах должноçсем те сĕннĕ. Анчах та Михаил Горбунов тĕп кил вучахне сÿнтерсе урăх тăрăха куçса кайма пачах килĕшмен. Уншăн тăван кĕтесрен лайăххи, пахи нимĕн те çук. Çĕрпел каччи çак ял хĕрĕпех пĕрлешсе çирĕп çемье чăмăртанă. Икĕ хĕрпе пĕр ывăла кун-çул парнелесе пурнăçăн аслă çулĕ çине тăма пулăшнă. Горбуновсен икĕ мăнук çитĕнет. Вĕсем кукашшĕне час-часах тĕрлĕ чĕрчунсене ÿкерсе пама ыйтаççĕ.

Юбилярăн кил хуçалăхĕ питĕ çирĕп. Тивĕçлĕ канура пулин те мăшăрĕпе выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ. Кроликсем ĕрчетессипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Çулсеренех анкарти тулли пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ. Продукцие тупăшлă вырнаçтараççĕ. Калас пулать, Михаил Горбунов Калинино райпо канашĕн членĕ те.

Вăл халĕ те обществăлла ĕçсенчен пăрăнмасть. Ăна депутатсен районти Пухăвĕн депутатне те суйланă. Михаил Георгиевич тата Çĕрпелти хастарсен пĕр ушкăнĕ тăрăшнипе, акă, Комсомольски урамĕнчи пĕвене тĕппипех тасатма май килнĕ. ,çе пурнăçлама «Пуçаруллă бюджет» программăна хутшăнни пулăшнă. Хăйсем патĕнче çут пĕве пултăр тесе Михаил Горбунов, Антон Сергеев, Геннадий Кротов, Геннадий Корнилов, Валерий Петров, Иван Горбунов, Надежда Никифорова, Сергей Арсентьев, Алена Тарасова, Владимир Моисеев çемйисем вуншар пин тенкĕ пухнă, ытти кирлĕ суммăна район тата республика бюджечĕсенчен уйăрнă.

Юбиляр сывă пурнăç йĕркине пăхăнать. «Туслă-тăк эсĕ спортпа, ялан çÿрĕн сывлăхпа», – сăвăласа калаçрĕ Михаил Георгиевич. Акă, 1997 çулта Горбуновсем йĕлтĕрпе чупас енĕпе республика ăмăртăвне çемйипе хутшăнса малти вырăна тухнă. Президент Администрацийĕн ертÿçин Дипломне тивĕçнĕ.

ĕç ветеранĕ волейболла выляма та правур. Спортăн ку тĕсĕнче унпа пĕрле ентешĕсем те çитĕнÿсем тăваççĕ. Пандеми пуçланиччен тренировкăсем те тăтăшах иртнĕ. «Ырă самана çитессе шанатпăр»,– терĕ сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан.

Михаил Горбунов пек мал ĕмĕтлĕ, маттур арçынсем пулсан чăваш ялĕ пĕтмест, теççĕ унăн тус-юлташĕсем.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика