«Матрин Био» тухăçлă кĕрешет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.11.2021, 09:03 Просмотров: 445

Дача тытакансене тата пахчаçăсене пĕлме – Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче ÿсентăрана çиекен сăвăссемпе тата ытти сăтăрçăсемпе кĕрешекен çĕнĕ «Матрин Био» биопрепарат кăларма пуçланă.

«Матрин Био» препарата биологи веществисене тĕпе хурса шыв растворĕ евĕр кăлараççĕ. Ăна кăçал çулла 180-мĕш цехра производствăна кĕртнĕ. Ун чухне препарата 10 литрлă канистрăсем çине тултарса пысăк аграри предприятийĕсене тивĕçтернĕ.

Нумаях пулмасть дача тытакансемпе пахчаçăсем валли «Матрин Био» препарата 9 мл кĕрекен флаконсене яма тытăннă. Кĕçех ăна лавккасенче сутма пуçлĕç.

«Матрин Био» çак сăтăрçăсемпе тухăçлă кĕрешет:

- иçĕм çырли çинчи листоверткăсемпе, сăвăссемпе, трипссемпе, цикадăсемпе;

- соя çинчи сăвăссемпе, хăнкăласемпе;

- ирĕкре ÿсекен помидор, хăяр тата роза çинчи сăвăссемпе, хăнкăласемпе;

- хÿтĕленĕ çĕр лаптăкĕнче ÿсекен помидорпа хăяр çинчи шурă шăнасемпе, сăвăссемпе, трипссемпе;

- хÿтĕленĕ çĕр лаптăкĕнче ÿсекен роза çинчи сăвăссемпе, хăнкăласемпе, трипссемпе.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика