Кашниннех яваплăх пысăк

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.11.2021, 09:03 Просмотров: 353

Продукци кăларма кирлĕ чĕртаварăн ытларах пайĕ Вăрнарти хутăш препаратсен заводне ют çĕршывран килет. Хатĕр препаратсене туянакансен географийĕ те паян çав тери анлă: пысăк калăпăшпа вĕсем Вăрнартан тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне ăсатăнаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕшĕн таможня ыйтăвĕсем уйрăмах пĕлтерĕшлисен шутĕнче. Мĕнле йĕркеленет ку ĕç, ун кирлĕлĕхĕ çинчен таможня пайĕн пуçлăхĕ Иван Иванович Пивень каласа кăтартать:

– Подразделени чикĕ леш енчен килекен чĕртавара, оборудование тата ытти çĕршывсене яракан хамăрăн продукцие таможня тĕлĕшĕнчен документлассипе тимлет. Чикĕ урлă каçакан груз пирĕн пата таможня тĕрĕслевĕпе килет, Чулхула таможнин Чăваш енри постне çитет. Ун транзитне хупассине вара кунти сотрудниксемпе пĕрлех пирĕн пай специалисчĕ те хутшăнать. Çакă питĕ меллĕ: документсене эпир вăхăта çухатмасăр хăвăрт илме пултаратпăр.

Заводра йышăннă чĕртаварăн çулĕ тĕрлĕрен: е таможня склачĕн тата вăхăтлăх управ склачĕн участокне, е çийĕнчех документсем хатĕрлесе тÿрех производство цехĕсене куçаратпăр. Вăхăтлăх складра, сăмахран, чĕртавара таможня çирĕплетĕвĕсĕр 4 уйăх таран упрама юрать, таможня складĕнче – 3 çулччен. Кирлĕ пулнăçемĕн унпа производствăна тивĕçтерсе пыраççĕ. Предприятире кăларнă продукцие экспорта хатĕрленĕ чух та Чăваш ен таможня сотрудникĕсем груз тиенĕ автомашинăсене тĕрĕслесе пломбăсем хураççĕ тата çĕршывсем хушшинче турттарма документсем йĕркелеççĕ.

Пирĕн специалистсем Вăрнарти заводăн çеç мар, пĕтĕм «Август» Фирмăн ыйтăвĕсемпе ĕçлеççĕ. Таможня витĕр тухнă чĕртавар «Август-Алабуга» тата «Август-Бел» заводсене те каять. «Августăн» виçĕ завочĕн экспорта каякан продукцийĕн докуменчĕсене эпир хатĕрлетпĕр.

Продукцие ют çĕршыва сутнă чух декларацисене тултарассин хăйĕн йĕрки пур: груза хăш фирма, мĕнле транспортпа ăсатнине, тавар хакĕпе виçине, лицензисемпе сертификатсене, ытти сведенисене кăтартмалла.

Ют çĕршывран килекен чĕртавар пирки пĕтĕм информацие Мускаври е Владивостокри электронлă центрсене тăрататпăр. Пĕтĕм тĕрĕслевсене тухмасăр, инспектор ирĕк памасăр пырса кĕрекен груз пирĕн шутланмасть.

«Август» Фирмăн продукцине хапăлласа туянакан çĕршывсен шучĕ ÿссех пырать. Çавна кура ĕç калăпăшĕ те пысăкрах. Ял хуçалăхне кирлĕ препаратсене чи нумаййи Казахстана, Молдовăна, Азербайджана, Латин Америкин тата Африка çĕршывĕсене ăсататпăр. Кашни декларацишĕн сотрудниксем явап тытаççĕ. Йăнăш пулчĕ-тĕк, штрафсене фирмăн кăна мар, ĕçлекенĕн хăйĕн те тÿлеме тивет. Çавăнпа та пирĕн ĕçре тимлĕх, документсене хатĕрлессипе çирĕп пĕлÿ питĕ пĕлтерĕшлĕ. Сотрудниксем пурте – Вера Захарова, Ирина Анисимова, Дмитрий Павлов, Александр Романов, Андрей Сергеев, çавăн пекех таможня склачĕпе вăхăтлăх управ склачĕн участокĕнчи Раиф Замалиевпа Наталья Фролова – яваплăхлă, тÿрĕ кăмăлпа тимлеççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика