Мы Вконтакте Мы в Одноклассниках Мы в Telegram

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

Пăртассем – 3-мĕш

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.11.2021, 09:05 Просмотров: 247

Пăртас ял тăрăхĕ экономикăна аталантарассипе тĕслĕхлĕ тимлет. Инфраструктурăна çĕнетессине, хăтлăх проекчĕсене ĕçе кĕртессине, вырăнти пурнăç условийĕсене лайăхлатассине тĕпе хурать.

Пăртассен кăтартуллă ĕçне республикăра палăртни те çакнах çирĕплетет. Чăваш енре ял, хула поселенийĕсем хушшинче 2020 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе ирттернĕ экономика ăмăртăвĕнче Пăртас тăрăхĕ çĕнтерÿçĕсен йышне кĕме пултарнă. Вăл 1101-тен пуçласа 1700 çын пурăнакан поселенисен ушкăнĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Мала тухнисене çĕнĕ çурт-йĕре хута янине, инвестицисене ĕçе кĕртнине, муниципаллă пурлăхпа тухăçлă усă курнине, налук пухаслăхне, ыттине шута илсе палăртнă.

Диплома Пăртас ял поселенийĕн пуçлăхне Николай Петрова депутатсен район Пухăвĕн ларăвĕнче савăнăçлă самантра панă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика