Мы Вконтакте Мы в Одноклассниках Мы в Telegram

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

Ветерансем те тÿпе хываççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.11.2021, 09:06 Просмотров: 230

Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри АПК ветеранĕсемпе тĕл пулса ял территорине, агропромышленноç комплексне аталантарассипе çивĕч ыйтусем хускатнă.

Олег Николаев ял хуçалăх отраслĕнчи лару-тăрупа, умри тĕллевсемпе паллаштарнă. Кăçал федераци, регион шайĕнче республикăри аграри секторне пилĕк çуллăха аталантарассипе тĕллевсене палăртнă. Пысăк мар кооперативсем йĕркелессине палăрмаллах ансатлатнă. Малашне ялти бизнеса уçмашкăн та çăмăлланĕ. Ял хуçалăх продукцийĕн – экологи тĕлĕшпе паха таварăн – рынокне йĕркелемешкĕн право никĕсне палăртнă. Ку уйрăм пайтаçăсене продукцие вырăнти рынокра кăна мар, ют çĕршывра та сутма май парать.

Ветерансемпе канашланă май Олег Николаев хушма хуçалăхсене пулăшасси пирки те сăмах хускатнă. Малашне вĕсене те чĕртавар туса илнĕ çĕре явăçтармаллине, хуçалăх ĕç-хĕлне тытса пыракансен йышне тата статистикăна кĕртмеллине палăртнă. Хальлĕхе çак ĕçе йĕркелеменрен отрасльти кăтартусем те тулли мар.

Ял хуçалăх таварне туса илекенсене паракан пулăшăва çĕнетни АПКна, ял территорине аталантарма хавхалантарать.

– Хамăр туса илнине сутма вĕренсен, кооперативсем тата производство площадкине йĕркелесен аталанатпăр. Эпир отрасльти е территоринчи лару-тăрăва лайăх енне улăштарма пултаракан кирек мĕнле пуçарулăха тишкерĕпĕр тата ăна пурнăçа кĕртме пулăшăпăр, – тенĕ вăл.

– Ялта пурăнакансем, ветерансем ĕне тытакансене субсидисем парса пулăшнине, ял ипотекин процент виçине пĕчĕклетнине ырласа йышăнаççĕ, – пĕлтернĕ Чăваш енри АПК ветеранĕсен союзĕн председателĕ Александр Самылкин.

Хисеплĕ ватăсем ĕçлĕ тĕлпулура ырă улшăнусене палăртнипе пĕрлех пăшăрхантаракан ыйтусене те хускатнă, вĕсене татса памалли çул-йĕр шыранă.

Ялсенче пурăнакансемшĕн хушма хуçалăх – тупăш çăлкуçĕ. Хальхи вăхăтра выльăх апачĕ хатĕрлеме çăмăл мар. Комбикорм хаклă. Чылай фермер, хушма хуçалăх çĕр ĕçне пурнăçламашкăн техника туянаймасть. Кооперацисем йĕркелени çак енĕпе пысăк пулăшу пулĕ.

Ялта специалистсем çителĕксĕрри АПКна туллин аталанма чăрмав кÿрет. Кадрсем хатĕрлессипе вĕренÿ заведенийĕсем пур темелле. Анчах çамрăк специалистсенчен тăван тăрăха таврăнакан сахал. Ветерансен шухăшĕпе çак ĕçе шкултан тата ашшĕ-амăшĕнчен тытăнмалла, ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхсемпе, малашлăхпа паллаштармалла. Агроклассенче вĕрентме хисеплĕ ветерансене те явăçтармалла. Специалистсем хатĕрлессине комплекслă, ытти ведомствăпа пĕрле татса памалла. Ялсенче инженер, агроном, ветеринар çеç-и; Учитель, тухтăр, культура ĕçченĕ тата ыттисем.

Ватăсене ялта пурăнакансен йышĕ чакни те пăшăрхантарать. Юлашки вăхăтра тÿнтерле пулăм вăй илни палăрать: çынсем ĕçлесшĕн мар, патшалăхран пособи, ытти тÿлев кĕтсе лараççĕ, пахчинче вара çумкурăк ашкăрать. Çавăнпа та ял территорине комплекслă майпа аталантарни пĕлтерĕшлĕ. Такăр çул-йĕр, газ, ФАП пурри кăна çителĕксĕр, ĕçлесе тупăш илмелли майсем туса памалла. Хальхи вăхăтра фермерсене, хушма хуçалăхсене продукцие вырнаçтарма çăмăл мар. Ыйтăва татса пама кооперацисем йĕркелеме сĕннĕ вăл. Çакă пĕчĕкрех хуçалăхсене техникăпа, вăрлăхпа тивĕçтерме, продукцие сутма пулăшĕ. Малашне кооперацирен агрокомбинат йĕркелеме те пулĕ.

Чăваш патшалăх аграри университечĕн ветеранĕсен канашĕн членĕ Николай Кириллов та специалистсене ял хуçалăхне явăçтарас ыйтăва çĕкленĕ. Студентсем ялсене кайма хирĕç мар. Анчах унти кичем пурнăç, пушă вăхăта усăллă ирттерме, канма условисем çукки вĕсене сивĕтет. Ял территорине комплекслă майпа аталантарни вара чылай ыйтăва татса пама пулăшĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика