Тÿлеве палăртма тытăннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.02.2018, 11:05 Просмотров: 456

Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕнĕ çул умĕн тупăш сахал илекен, ашшĕ-амăшĕн савăнăçне пуçласа туякан, иккĕмĕш е виççĕмĕш ача çуралнă çемьесене патшалăх енчен пулăшупа тивĕçтерме тĕрлĕ пуçарусем сĕнчĕ. Вĕсем пурнăçа кĕме тытăнчĕç ĕнтĕ.

Уйкас Кипекри Татьянăпа Дмитрий Павловсен çемйинче кăçал пĕрремĕш пепке – Настя – кун çути курнă. Путин пуçарăвĕпе çирĕплетнĕ пособие илме социаллă хÿтлĕх пайне документсене вĕсем пĕрремĕш çитернĕ. Патшалăх пулăшăвĕ çемьешĕн çав тери пысăк тĕрев пулассине савăнса пĕлтернĕ.

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи январьте ача çурални çинчен 20 акт çырнă. Вăл шутран тăваттăшне – çемьесенчи пĕрремĕш ачасем тĕлĕшпе.

Пĕрремĕш ачашăн вăл çулталăк çурă тултариччен паракан пособи виçи 2018 çулта 8910 тенкĕпе танлашать. Ку – адреслă пулăшу. Ăна çемьери кашни çын пуçне тивекен вăтам тупăш 13995 тенкĕрен иртменнисене параççĕ.

Халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен районти пай пуçлăхĕ Ирина Смолина пĕлтернĕ тăрăх, заявленисене ача çур çул тултариччен çырсан аванрах, капла ку тапхăрта тивĕçекен укçана туллин илме май килĕ. Ача ултă уйăх тултарнă хыççăн çырсан унчченхи уйăхсенчи тÿлеве памаççĕ.

Пособи валли документсен оригиналĕсене те, копийĕсене те тăратмалла: паспорт, ача çурални çинчен калакан свидетельство, ашшĕ-амăшĕн мĕнпур тупăшĕ çинчен калакан справка, банк хывăмĕн (счечĕн) договорĕ кирлĕ.  

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика