Киревсĕр ĕçсене вăхăтра асăрхаттармалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.02.2018, 11:06 Просмотров: 451

Районта преступность шайне татах та пĕчĕклетме профилактика субъекчĕсем умне кăçал тăратнă задачăсем, çемьери пусмăрпа кĕрешмелли витĕмлĕ мелсем, çула çитменнисем саккуна пăсасран вăхăтра асăрхаттарасси тата вĕсене эрех-сăрапа ирех туслаштаракан сăлтавсене сирсе ярасси, сывлăх сыхлавĕ тата çирĕплетĕвĕ урлă çынсем тулаш сăлтавсенчен вилнине чакарасси – çак тата ытти паянхи кун çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç район администрацийĕ çумĕнчи профилактика комиссийĕн ларăвĕнче.

Ун ĕçне ЧР Прокуратурин социаллă сферăри саккунсене пурнăçланине асăрхаса тăракан пайĕн аслă прокурорĕ Ольга Фомичева тата ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн обществăлла хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе тимлекен пай консультанчĕ Лидия Архипова хутшăнчĕç.

Тĕп ыйтупа – йĕркелĕхе тивĕçтерессипе мĕн туса ирттернине тишкерсе – Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕн полици пуçлăхĕн заместителĕ Андрей Сорокин тухса каларĕ. Чылай ушкăнри киревсĕр ĕçсене чакарма пултарнине палăртрĕ вăл, хăшĕсем пачах çырăнман. Преступленисене уçса парасси те Вăрнар районĕпе 80,3 процента çити ÿснĕ. Кăтартусем полици ĕçĕ-хĕлĕн нумай енĕпе аван. Вĕсене цифрăсемпе пĕтĕмлетсе хаçатăн унчченхи номерĕсенчен пĕринче туллин пĕлтернĕччĕ. Анчах, результатсене лайăхлатнă пулин те, ĕçлемелĕх пур-ха. Пĕлтĕр çынсене вĕлерни 8 тĕслĕхчен ÿсни уйрăмах чи пăшăрхантараканни. Ют пурлăха юриех чĕртсе çунтарнисем, вăрă-хурахла тапăнса çаратнă тĕслĕхсем виçĕмçулхинчен ытларах, хĕç-пăшалăн саккунсăр çаврăнăшĕнчи преступленисене те регистрациленĕ. Административлă тĕрĕслеври граждансем иккĕн каллех саккуна пăснипе лекнĕ тата ытти. Йывăр преступленисенчен пысăк пайĕ йăлара, çемьере тухнă. Арăмĕсем упăшкисем хĕн кăтартнине тÿсеççĕ, çакă вилĕмпе вĕçленни сайра мар. Тăвансемех пĕр-пĕрин пурнăçне татнă тĕслĕхсем темиçе те. Паллах, тискерлĕхсем эрех витĕмĕпе пулнине, вилекенни те, айăпли те час-часах пĕрле ĕçкĕпе алхаснине пытармалла мар.

«Пĕрмаях ÿсĕр çÿрекенсем, мăшăрĕсемпе ачисем çине алă çĕклекенсем ялсенче пурин куç умĕнче. Поселенисен пуçлăхĕсем çемьесем мĕнле пурăннине, çынсем хăйсене епле тытнине пĕлме кирлех. Анчах çемьери пусмăр е обществăлла вырăнсенче йĕркене уяманни çинчен ял поселенийĕсен пуçлăхĕсенчен пĕр пĕлтерÿ те килмен. Япăххине вăхăтра сиссе мерăсем йышăнсан инкексене асăрхаттарма çăмăлрах», – терĕ Андрей Сорокин.

Лару кун йĕркине кĕртнĕ тепĕр ыйту – çула çитменнисем хăйсем е вĕсене хирĕçле преступлени тăвассине асăрхаттарасси – хĕрÿ калаçу хускатрĕ. Полицин «Вурнарский» пайĕн çула çитменнисен ĕçĕсемпе тимлекен аслă инспекторĕ Эльвира Татарова пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр ачасемпе çамрăксем саккуна хирĕç кайнă тĕслĕхсем (12) виçĕмçулхинчен сахалрах. Анчах вĕсем ушкăнпа каварлашса тунă преступленисем çырăннă – пĕтĕмпе тăваттă. Инспекци учетĕнче 29-ăн тăраççĕ, вĕсем çумне ятарлă вĕрентекенсене çирĕплетнĕ, вĕсене спортпа туслаштарма, обществăлла усăллă мероприятисене хутшăнтарма тăрăшаççĕ. Çамрăксем пухăнакан вырăнсенчи рейдсем, япăх шутри çемьесене килĕрен тухса тĕрĕслени, вĕренÿ заведенийĕсемпе пĕрле ирттерекен профилактика ĕçĕ çула çитменнисем хушшинче преступноç шайне чакарма май парать. Апла пулин те педагогсемпе ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене полици сотрудникĕсемпе тачăрах тимлеме сĕнчĕ полицин «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕ Андрей Губанов. Ачасем сăлтавсăрах вĕренÿрен тарса çÿрени çинчен шкулсенчен, техникумран информаци питĕ сахал килнĕ пирки ÿпкелерĕ вăл. «Техникумра, акă, вăтамран миçе студент занятисене килмест;» – ыйтрĕ тÿрех район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ку вĕренÿ учрежденийĕн представителĕнчен. «Кунсеренех 30 яхăн çамрăк» текен хурава илтсен: «Ăçта, мĕн туса çÿреççĕ вĕсем вĕренес вырăнне; Япăх ушкăна çакланман-и, занятисенче лармалли вăхăтра ĕçкĕпе иртĕхмеççĕ-и, саккуна пăсмаççĕ-и – шăпах çак ыйтăва профилактика ĕçĕнче малти вырăна кăлармалла», – терĕ. Поселенисен пуçлăхĕсене хăйсен территорийĕнче пурăнакан ачасене тимлĕхре тытассишĕн вĕрентекенсемпе танах яваплине аса илтерчĕ.

Кашни иккĕмĕш преступление ÿсĕрле тунине кура алкогольлĕ шĕвексен саккунсăр çаврăнăшне чарасси пирки те сăмах пычĕ. Лару-тăрăва лайăхлатас тесе районта хаяр шĕвексене сутмалли вăхăт тата вырăн тĕлĕшĕнчен хăшпĕр чарусем кĕртнĕ. Пĕлтĕр йĕрке хуралçисем 701 çитменлĕх тупса палăртнă. Район администрацийĕн экономика пайĕпе пĕрле йĕркеленĕ тĕрĕслевсен кăтартăвĕсемпе хăш-пĕр суту-илÿ ĕçченĕсене явап тыттарма тивнĕ. Полици енчен суту-илÿ заведенийĕсенчи пÿлĕмсенче видеосăнав камерисем лартма сĕнÿ пулчĕ. Çĕнĕлĕх вĕсенче эрех-сăра сутас тата ытти йĕркене пăсасран сыхланма пулăшасса шанаççĕ.

«Граждансен тепĕр ушкăнĕ – юсану учрежденийĕсенчен ирĕке тухнисем, айăплавăн ытти тĕсĕсемпе шута илнисем – киревсĕр йăласенчен писеймессин хăрушлăхĕ пысăк. Вĕсем хăйсене япăх енчен кăтартаççĕ-тĕк, синкер тухасса ан кĕтĕр, çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла», – пĕрре мар асăрхаттарчĕ хула-ял поселенийĕсен ертÿçисене «Вурнарский» пай пуçлăхĕ Андрей Губанов. Ку ушкăнри граждансене ĕçе вырнаçтарса саккунпа килĕштерсе пурăнма май туса парасси çинчен УФСИН службин Çĕмĕрлери филиалĕн аслă инспекторĕ Юрий Аверкин тата районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пуçлăхĕ Сергей Гордеев тухса каларĕç.

Ирина ЯКОВЛЕВА.   

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика