Пĕр медальне ытларах хаклатчĕ...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.11.2021, 10:36 Просмотров: 378

Манăн мăшăр, Николай Яковлевич Яковлев, вăрçă нуши-тертне туллинех астивнĕ.

Ăна, Çĕн Кипекре çуралса ÿснĕскерне, Калинино районĕн çар комиссариачĕ 1942 çулхи октябрьте Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ. Вăл вăхăтра Николай вунсаккăрта пулнă.

Фронтра танкпа çапăçнă. 1943 çулхи февральте аманнă. Сипленнĕ хыççăн каллех вут-çулăм ăшне кĕнĕ.

1944 çулхи мартăн 24-мĕшĕнче ăна III степень Мухтав орденĕпе наградăланă. Ку чыса вăл Витебск облаçĕнчи Богушевск районĕнчи Дрыбино ялне ирĕке кăларнă чухнехи паттăрлăхшăн тивĕçнĕ. Танк батальонĕн командирĕ Курбатов капитан тата танк бригадин командирĕ Давиденко полковник алă пуснă награда хутĕнче çапла çырнă: «Яковлев юлташ ку яла хăйĕн танкĕпе пĕрремĕш пырса кĕнĕ. Персе тăшманăн пушкине тата вунпĕр салтака тĕп тунă. Водитель-механикне амантсан Яковлев çар задачине пурнăçлас тесе машинăна хăй тытса пынă. Вăл III степень Мухтав орденне илме тивĕç».

Пурăннă чухне мăшăрăм çапла калатчĕ: «Наградăсем темиçе те пур, анчах та маншăн чи пĕлтерĕшли – «Кенигсберга илнĕшĕн» медаль».

Ку хулашăн пынă çапăçусем пирки вăл час-часах каласа пама юрататчĕ. «Ку хулана илессине вăрах вăхăт кĕтнĕ. Салтаксем виçшерĕн черетпе шăвăнса михĕсемпе çăкăр илсе килетчĕç. Ман черетре эп хыçалта аран-аран шуçаттăм. Мĕншĕн тесен виçĕ аяк пĕрчи хуçăк пулнă. Пĕри ÿпкене шăтарса кĕресрен хăрататчĕ.

Ăнсăртран хамăрăн истребитель сасси илтĕнсе кайрĕ. Вăл Кенигсберг патне вĕçсе çитрĕ. Ку Гитлерăн йăвине – бункерне – илме тытăннине пĕлтерчĕ. Савăнăç туйăмĕ куççульлентерчĕ. Ку хулашăн вирлĕ, хăрушă çапăçусене кĕме тиврĕ. Турра тав, эпĕ чĕрĕ юлтăм», – аса илетчĕ вăл.

Шел, мăшăрăм çут тĕнчере çук ĕнтĕ. Анчах та унăн паттăрлăхĕ манăçмасть.

А.ЯКОВЛЕВА.

Çĕн Кипек.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика