Никотин – наркăмăш

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.11.2021, 10:37 Просмотров: 378

Пирус мăкăрлантарни чĕрен ишеми тата пуç мимин тымарĕсен чирĕсене, трахея тата бронхсен ракне пуçарма пулăшать.

Табакăн тĕп наркăмăшĕ – никотин.

Тухтăрсем чĕлĕмçĕсене сиенлĕ йăла пирки пĕр кун та пулин манма сĕнеççĕ. Анчах та, статистика кăтартнă тăрăх, туртакансен 20 проценчĕ пĕрремĕш хутĕнчех пăрахаймасть. Табакран хăтăлайманни – этемлĕх историйĕнчи анлă сарăлнă эпидемисенчен пĕри. Çак чире никотиномани теççĕ. Вăл алкоголизмпа тата наркоманипе пĕр ретре тăрать.

Кун пек чухне чару мерисем çителĕксĕр. Туртма пăрахма çыннăн хăйĕн кăмăлĕ кирлĕ. Унăн сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла.

Çулсерен табак туртнипе çыхăннă сăлтавпа 7 миллиона яхăн çын пурнăçран уйрăлать. Кирлĕ мерăсем йышăнмасан 2030 çул тĕлнелле çак кăтарту 8 миллиона çити ÿсмелле. Сиенлĕ йăларан хăтăлсан çын ĕмĕрĕ вăрăмланĕ.

Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕн гигиена

вĕрентĕвĕпе воспитани пайĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика