1941 çулхи хĕллен «чĕрĕлнĕ ÿкерчĕкĕсем»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.11.2021, 10:38 Просмотров: 386

Эрнекун Çĕмĕрле районĕнче Сăр юханшывĕн çыранĕнче иртнĕ «Воспоминания нетленны... – «Ожившие картины» зимы 1941 года» çарпа истори реконструкцийĕ унта хутшăнакансене чăннипех те истори страницине тавăрнă.

– Уйрăмах ку мероприяти ачасемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Унта пулса иртни асаилĕве хускатрĕ çеç мар, йывăр çулсенчи халăх паттăрлăхне чунпа туйма май пачĕ, – терĕ Калининăри вăтам шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова.

Ку вĕренÿ организацийĕн кадечĕсем çарпа истори реконструкцийĕн активлă хутшăнуçисем пулнă. Театрализациленĕ постановкăна вара 100-е яхăн шырав отрячĕсемпе кадет класĕсем пухăннă.

Калининăсем историлле пулăма яланхиллех чаплăн хатĕрленнĕ. Сăр хĕрринче вĕсен сăввисем мăнаçлăн янăранă. Ачасем окоп чавма хутшăннă. Вĕсем хатĕрленĕ сĕтел вара пурне те хăй тавра пуçтарма май панă.

– Паянхи пурнăç ачасене те витĕм кÿни сисĕнчĕ. «Пĕçернĕ çĕрулми мĕн хак» тесе пыра-пыра ыйтрĕç пирĕнтен. Тÿлевсĕр тесен тĕлĕнчĕç те, савăнчĕç те, кăвайт çинче пĕçернĕскере кăмăлласа тутанчĕç. Шăпах çакнашкал мероприятисем пире, уйрăмах çитĕнекен ăрăва, пĕрлĕхлĕ пулма вĕрентеççĕ ĕнтĕ. Вăрçă çулĕсенче, пĕлетпĕр, пĕр татăк çăкăра та пайласа çинĕ, – пĕлтерчĕ Татьяна Павловна.

10-мĕш класра вĕренекенсем хăйсен тăванĕсен портречĕсене, Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисен сăнĕсене, те йăтнă. Пĕринче, акă, – Елизавета Павловна Блинова. Вăл Сăр хĕрринче тантăшĕпе Татьяна Тарасовна Сорокинапа пĕрле ĕçленĕ. Пурăннă чухне час-часах çапла аса илнĕ вĕсем: «Сăр тăрринче ĕçлесе ывăнаттăмăр та кая-кая ÿксе çывăраттăмăр. Теплушкăсем час-часах çитместчĕç. Чăрăш лăссисем çинче çĕр каçни те пулкаланă...»

Пухăннисене саламлакансен йышĕнче пирĕн ентеш – «Сыны Отечества» обществăлла организацин штаб пуçлăхĕ, Мускаври пĕрремĕш кадет корпусĕн ĕçченĕ Эрик Васильев полковник та пулнă. Вăл тыловиксен Çĕнтерĕве çывхартас ĕçри тÿпи калама çук пысăк пулнине, çак паттăрлăха ĕмĕр асра тытмаллине палăртнă.

Октябрĕн 28-мĕшĕнче Чăваш енре Сăр хÿтĕлев чиккине тата Хусан обводне тума тытăннăранпа 80 çул çитрĕ. Çар строительствине кунсерен 100 пине яхăн çын хутшăннă, ăна 45 кунта туса пĕтерме пултарнă. Сăр тата Хусан рубежне тăшман Мускава илес пулсан ăна Хусан çывăхне кĕрессинчен хÿтĕлес тĕллевпе çĕкленĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика