Тăрăшнине кура

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.11.2021, 10:38 Просмотров: 310

«Истори этем пуç хунă çапăçусене мухтать, анчах та сухаланнă уй-хире пула эпир пурăннине асăнмасть», – тенĕ пĕр классик.

Чăн та, çăкăр шăршиллĕ алăсене пула лавккасенчи сентресем пуян. Кĕр тулăх пулнинчен выльăх-чĕрлĕх отраслĕ мĕнле утăмсемпе аталанни те килет.

Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне   ял хуçалăх предприятийĕсенче мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 8479 пуç шутланнă. Пĕлтĕрхи вăхăтринчен 162 пуç ÿснĕ. ,ç кăтартăвĕсене Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче, «Мураты», «Кольцовка», «Победа» кооперативсенче лайăхлатнă. Аш-какай комбинатĕнче ĕне выльăх шучĕ те пысăкланнă. Пĕлтĕр чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1846 пуç пулнă, кăçал – 1975 пуç. Ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕтĕмпе 3346 пуç ĕне.

Фермер хуçалăхĕсен тăрăшулăхне те палăртмалла. Йывăрлăх умĕнче пуçа усмаççĕ. Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе В.Яковлев, А.Фадеев, А.Лукин, Л.Иванов, А.Петров, А.Дмитриева, А.Яковлев хастар ĕçлеççĕ. Вите-хуралтăсене çĕнетсех тăраççĕ. Фермер хуçалăхĕсенче çак вăхăт тĕлне мăйракаллă шултра выльăх 828 пуç тытни паллă. ,ç кăтартăвĕ 2,1 процент ÿснĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе танлаштарсан фермерсем 100 ĕне пуçне пăру ытларах илнĕ.  

Аграрисенче 196,4 центнер аш-пăш е иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 12,6 процент ытларах туса илнĕ. Апат бази çирĕп пулнăран аш-какай комбиначĕ, Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Знамя» кооперативсем сĕт-çу фермисене те ăнăçлă ĕçлеттереççĕ. Ку хуçалăхсенче сăвăм пысăкланнă. Çавна май районта усă куракан 100 гектар çĕр пуçне сĕт туса илесси 34,9 процент ÿснĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе тĕл-левлĕ тимлени çулталăк тăршшĕпех нухратлă пулма пулăшать. Хăшпĕр хуçалăхсем халăхран сĕт пухассине йĕркеленĕ. Акă, «Кольцовка» кооператив ял çыннисенчен 43,6 тонна, А. Фадеев фермер 69 тонна сĕт туяннă.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика