Çамрăк тухтăрсен яваплăхĕ пысăк

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.11.2021, 15:04 Просмотров: 343

Кирек мĕнле ĕçре те кадрсем пĕтĕм ыйтăва татса параççĕ. Медицинăра та çапла. Сывлăх хуралĕнче тăракансем çителĕклĕ пулсан çынсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме те ансатрах.

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне пурнăçа кĕртме хутшăнни медицина учрежденийĕсене профессиллĕ кадрсемпе пуянлатма пулăшать. Юлашки икĕ çулта Вăрнар район тĕп больницине те «Земство тухтăрĕ» федераци программипе çамрăк специалистсем килнĕ. Пĕр хутчен паракан компенсаци тÿлевне тивĕçни вĕсене кил-çурт ыйтăвĕсене татса пама пулăшнă.

– Район тĕп больницин коллективĕ мана питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕ. Ман наставник, 48 çул хирургра тăрăшакан Михаил Калачев, сĕнÿ-канашпа пулăшрĕ, – тенĕ Владимир Кузьмин çамрăк хирург. Вăл 2012 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Владимир Федорович 2014 çулта квалификацие ÿстернĕ.

Ĕç стажĕ пысăках мар пулин те çамрăк педиатр Яна Валерьевна Арбузова коллективра ырă ят çĕнсе илме ĕлкĕрнĕ. Ашшĕ-амăшĕ те пĕчĕк пациентсемпе тимлĕ пулнăшăн, вĕсене сыватас тесе тăрăшнăшăн Яна Валерьевна пирки ăшă сăмахсем кăна калать.

– Яна Арбузова хăйĕн ĕçĕнче чăн ăста,, – терĕ икĕ ача амăшĕ Антонина Аршуткина.

Çамрăк терапевтсем те – Ольга Вячеславовна Ластухина, Анжелика Владимировна Спиридонова, Виктория Николаевна Николаева – хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ, Гиппократ тупине яланах асра тытаççĕ. Ковидпа чирлекенсен йышĕ чактăр тесе тăрăшаççĕ. Пациентсене пандеми вăхăтĕнче уйрăмах сыхă пулма асăрхаттараççĕ.

– Вакцинаци – усал амак çулне пÿлекен чи лайăх мел. Çавăнпа та коронавирусран хÿтĕленме прививка тутармаллах. Маскăпа çÿремелли, социаллă дистанцие пăхăнмалли çинчен те яланах асра тытмалла, – тет Калинино участок больницинче тимлекен Ольга Ластухина терапевт.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика