Сывлăх – хаклă пурлăх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.11.2021, 15:04 Просмотров: 241

Ырă чунлă, пациентсемпе тарават, професси тĕлĕшĕнчен ăста тух-тăра кашниех хисеплет. Пултаруллă спе-циалист коллективра та ят-сумра. Вăрнар район тĕп больницинче тимлекен На-дежда Владимировна Петрова тăрăшуллă ĕçĕпе, ăшă кăмăлĕпе хисеп çĕнсе илнĕ.

Чăн та, унăн ĕçри яваплăхĕ питĕ пысăк. Вăл диагноз тĕрĕс лартнине пула этемĕн малаллахи сиплевĕ мĕнле пуласси килет. Надежда Владимировна рентгенологра чылай çул ĕçлет, çавăн пекех вăл тĕп врачăн поликлиника уйрăмĕпе тимлекен заместителĕ те. Хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Надежда Петрова район тĕп больници çумĕнчи ковидпа кĕрешекен центрти пациентсене те сыватас тесе ырми-канми вăй хурать. Вилĕме куçран пăхакансене çăлса «иккĕмĕш пурнăç» парнелени те темиçе пулнă.

– «Хĕрлĕ зонăри» пациентсем пурте сывалса тухчăр тесе пирĕн коллектив мĕнпур вăйран тăрăшать. Чир-чĕре шала кайиччен тупса палăртнине нимĕн те çитмест. Хаяр амак аташнă чух асăрханулăхпа тимлĕх çинчен манмалла мар. Чир-чĕр паллисем пулсанах пĕр тăхтаса тăмасăр тухтăр патне каймалла е васкавлă медицина пулăшăвĕн ĕçченĕсене чĕнмелле. Унсăрăн рентген ÿкерчĕкĕ тăрăх час-часах ÿпкен пысăк пайĕ сиенленнине тупса палăртма пулать. Паллах, медицина тĕлĕ-шĕнчен чарусем çук-тăк, коронавирусран пурин те прививка тутармалла. Аслă ăрурисем ковидпа йывăртарах чирлеççĕ. Сахăр диабечĕпе, чĕре тата юн тымарĕсемпе аптракансен те вакцинациленмелле. Усал чире парăнтарнисен те палăртнă вăхăт иртнĕ хыççăн прививка тутармалла, тарăн диспансеризаци витĕр тухмалла, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, – тет тухтăр.

Надежда Владимировна рентгенологра тăрăшнă май 39 çултан иртнĕ хĕрарăмсен икĕ çулта пĕрре сĕт парĕсене маммографи тĕпчевĕ тутармалли çинчен асилтерет. Патологи улшăнăвĕсене тупса палăртсан этемлĕхĕн черченкĕ çуррин сипленме тивет, çавăнпа та диспансеризаци вăхăтра тухни пĕлтерĕшлĕ.

Надежда Петрова – аслă категориллĕ специалист. Вăл тухтăр профессийĕ çинчен ача чухнех ĕмĕтленнĕ. Çутă ĕмĕте пурнăçа кĕртес тесе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. 1998 çулта алла диплом илнĕ. 2015 çулта квалификацие ÿстернĕ. Атăлçи тĕпчев медицина университетĕнче пĕлĕве тарăнлатнă. Пархатарлă тата тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн тĕрлĕ шайри грамотăсене тивĕçнĕ.

Этеме тăван кил ăшши те кирлĕ. Надежда Владимировна çемьере те телей тупнă. Мăшăрĕпе Петр Яковлевичпа икĕ ачана кун çути парнеленĕ. Хĕрĕ амăшĕн çулĕпе кайнă. Диана тĕп хулара педиатрта тăрăшать. Ашшĕпе амăшĕн ятне çÿлте тытать.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика