Тивĕçлĕ канури чун уççи

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.11.2021, 15:06 Просмотров: 239

Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те нумайăшĕн тунсăхласа ларма вăхăт çук. Уйрăмах этемлĕхĕн илемлĕ çурри кăмăл-туйăма çĕклеме мелсем тупать.

Антонина Яковлевна Филимонова, Анна Николаевна Платонова, Надежда Дмитриевна Степанова, Галина Николаевна Приезжева, Валентина Ивановна Панькова, акă, пĕр шухăшлă ĕçе ăша хывнă. Вĕсем Вăрнарти историпе краеведени музейĕн директорĕ Елена Шарипова пуçарнипе алăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсене уçаççĕ.

Чăн та, вăхăт тем тĕрлĕ çĕнелсе пырсан та пĕр япала нихăçан та улшăнмасть пулĕ. Ку вăл – ал ĕçĕ. Пирĕн, чăваш хĕрарăмĕсен, вăл, ахăртнех, юнра. Анне-асаннесем кил-çурта тĕрленĕ япаласемпе илемлетнине, нуски-алсиш, ытти çипуçа çăмран çыхнине, вырăн хатĕрĕсене çĕленине пурте астăваççĕ. Нумайăшĕн килĕнче «кивĕ» ĕмĕрти япаласем çук, паллах, анчах та теприсем наци хаклăхĕсене упраса хăварма пултарнах. Вăл шутра – çÿлерех асăннă маттур хĕрарăмсем те.

Вĕсем пурте – юратнă ĕçре тимлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскерсем. Антонина Филимонова, акă, профессипе бухгалтер. Нумай çул «Вурнарский» совхозра вăй хунă, профсоюз организацийĕн улшăнми председателĕ пулнă. Ĕç çыннисен ĕçпе кану условийĕсене лайăхлатассишĕн нумай тăрăшнă.

Анна Платонован ĕç стажĕн пысăк пайĕ почта тытăмĕпе çыхăннă. Çавăн пекех вăл «Вурнарский» совхозра та тимленĕ.

Надежда Дмитриевна Степанова вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Вăл «Рябинка» ача садĕнче кастеляншăра вăй хунă.

Галина Приезжевапа Валентина Панькова – иккĕшĕ те Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн (вĕсем ĕçленĕ вăхăтра 29-мĕш професси училищи) ветеранĕсем. Галина Николаевна нумай çул студентсене литература тĕнчипе туслаштарассипе тăрăшнă, вĕсемпе çулсерен тĕрлĕ енлĕ воспитанилле, патриотизмла мероприятисем йĕркеленĕ, çавра сĕтелсем ирттернĕ. Ун материалĕсем хаçат страницисенче те чылай пичетленетчĕç. Валентина Ивановна тăршшĕпех производство вĕрентĕвĕн мастерĕнче тимленĕ. Раççей Федерацийĕн пуçламăш професси пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ.

– Алĕçĕ хăш вăхăтра чуна туллин кĕрсе вырнаçнине сиссе те юлаймарăмăр. Çĕнĕрен те çĕнĕ япаласемпе савăнтарас килет, – теççĕ вĕсем.

Елена Шарипова ертсе пынипе вĕсем, акă, миниатюрлă çăматă та йăваланă, тĕрленĕ, эрĕмлĕ курăксенчен пуканесем ăсталанă, çыхнă... Нумаях пулмасть вĕсем пухăннă мастер-класра мана та пулма тÿр килнĕччĕ. Ку хутĕнче вĕсем сиплĕ курăксем тултарнă пуканесем ăсталарĕç. Кашнин умĕнче тĕрлĕ тĕслĕ пусма татăкĕсем, хăюсем, эрешсем, аллисенче йĕппе çип вылянса кăна тăраççĕ. Тăрăшнă май хăйсем ĕçленĕ çулсене аса илеççĕ. Пуканен тĕп элеменчĕ курăксем пулнăран пÿлĕме вĕсен тутлă шăрши сарăлнă... «Пуканесем ăсталасси уйрăмах кăсăклă. Маларах, акă, чăваш пикисем, управçă-пуканесем «çу-ралчĕç». Вĕсем кил-çурта илемлетеççĕ çеç мар, çемьен пĕр пайĕ шутланаççĕ. Вĕсем те чунлă пекех туйăнаççĕ», – пĕр шухăшлăн пĕлтереççĕ маттур ăстаçăсем.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика