Пĕтĕмпех – аннесем пирки

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.11.2021, 15:07 Просмотров: 298

Раççейре кăçал Анне кунне чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Чăваш енри миçе хĕрарăм пĕрремĕш хут анне пулнă? Вĕсен вăтам ÿсĕмĕ мĕнле? Çывхарса килекен уяв умĕн пурнăçри чи пĕлтерĕшлĕ çынсем пирки калаçатпăр.

2021 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш енре этемлĕхĕн илĕртÿллĕ çурри 642,5 пин çын шутланать. Ку – республикăри халăх йышĕн 53 проценчĕ. Вĕсенчен 66 проценчĕ – хула çыннисем.

Кăçалхи 9 уйăхра ЗАГС органĕсем пĕтĕмпе 4,6 пин мăшăрланăва регистрациленĕ. Çав шутран çурри ытларахăшне – хуласенче. Пĕлтĕр туй пĕркенчĕкĕ айне тăнă хĕрсенчен нумайăшĕ 24-ра пулнă.

2021 çулхи январь – сентябрь уйăхĕсенче 8,4 пин ача кун çути курнă. 2,7 пин хĕрарăм пĕрремĕш, 3,1 пинĕшĕ иккĕмĕш, 2,6 пинĕшĕ виççĕмĕш тата хыççăнхи ачасене çуратнă. 96-шĕ йĕкĕрешсене кун çути парнеленĕ. Пĕлме интереслĕ% 2020 çулта пепкесем ытларах июльпе сентябрь уйăхĕсенче çуралнă, чи сахалли – февральте.

Палăртса хăвармалла% юлашки çулсенче çуратакан хĕрарăмсен вăтам ÿсĕмĕ пысăкланнă. Чăваш енре юлашки 10 çул хушшинче вăл 1,1 çул ÿснĕ, пĕлтĕрхи кăтартусем тăрăх – 29,1 çул. 2020 çулта чи çамрăк амăшĕ 14-ра (кунашкаллисем иккĕ) чи асли 48-та (кунашкаллисем те иккĕ) пулнă.

Нумайăшĕ пĕлмест те пулĕ, çак уявăн символĕ – кăвакарчăн куçĕ (незабудка). Вăл черченкĕ те хитрескер, асамлă вăйпа палăрса тăрать, çывăх çынсем тата тăвансем пирки аса илтерет.

Ачаллă çемьесен йышĕ мĕнле улшăнни пирки октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 14-мĕшĕччен иртнĕ Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсем кăтартса парĕç.

Чăвашстат.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика