Пур енĕпе те маттур

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.11.2021, 15:08 Просмотров: 256

Раççей Тинĕс пехотин историйĕ Петĕр патша вăхăтĕнче, 1705 çулхи ноябрĕн 27-мĕ-шĕнче пуçланса кайнă. Ку çар çыннисен уявне вара 1996 çултанпа паллă тума тытăннă. Хальхи вăхăтра çĕршывăн тинĕс пехотинче хăватлăхĕпе мăнаçлантаракан тĕрлĕрен хĕçпăшал пур, вăл шутра – бронетранспортерсем, зенитлă установкăсем, шывра ишекен техника.

Çарăн ку тĕсне сывлăх енчен çирĕп, хăюллă та чăтăмлă каччăсене кăна илеççĕ. Вăрнар районĕнче унта службăра тăнă маттур яшсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Сергей Витальевич Антонов.

Сергей Хирпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çемьере тăваттăн çитĕннĕ вĕсем% икĕ хĕрпе икĕ ывăл – Лилия, Эльвира, Сергей тата Саша. Амăшĕпе ашшĕ – Елизавета Ивановнăпа Виталий Антонович – пурне те тĕрĕс воспитани парса ура çине тăратма пултарнă. Халĕ вĕсем тĕрлĕрен специальноçпе тимлеççĕ, хисеплĕ çынсем. Çапах та пĕртăвансен пурин те пĕрешкел туртăм пур – вĕсен юрласси чунра. Çак пултарулăх ытларах амăшĕнчен, Елизавета Ивановнăран, пырать. Вăл хĕр чухне те, аслăрах çулсенче те концертсенче илемлĕ юрăсем шăрантарнă, каярахпа ачисене те хутшăнтарнă. Çавăнпах пулĕ Сергейпа Саша музыка училищине вĕренме кĕреççĕ. Сергей çакăнпа пĕрлех спортпа питĕ туслă. Уйрăмах футбол, волейбол, теннис енĕпе маттур. Футболла выляса районти ăмăртусенче те тăтăшах малти вырăнсене йышăннă.

Сергейăн 1995 çулта çара кайма ят тухать. Çамрăк Тăван çĕршыва сыхлама Лăпкă океан çывăхĕнчи Шкотово-22 поселока лекет – тинĕс пехотине. Вăл службăра та хăйне лайăх енчен кăна кăтартать. Çарти тĕрлĕ вĕренÿсенче яланах малти ретре пулнă. Ывăлне тĕрĕс воспитани панине палăртса ашшĕ-амăшĕ ячĕпе командованинчен Тав çырăвĕ те килнĕ. 

1997 çулта Сергей хĕсметрен тăван килне çаврăнса çитет. Тепĕр виçĕ çултан шăллĕ Саша та Чечняра иртнĕ службăран таврăнать. Çакăн хыççăн пĕртăвансем Шупашкарти «Апельсиновые мальчики» эстрада ушкăнĕ йышĕпе тăватă çул ытла концертсемпе чылай хулана çитеççĕ. Вăхăт иртсен Сергей, шăллĕ Саша тата юлташĕ Игорь Егоров хăйсем тĕллĕн «Сыны России» ушкăна пĕрлешнĕ. Юрлас енĕпе çеç мар, кашниех музыка инструменчĕсемпе те выляма ăста^ гитара та, купăс та, синтезатор та вĕсен аллисенче тĕлĕнмелле илемлĕ кĕвĕсем кăлараççĕ. Ушкăн репертуарĕнче ытларах чăваш халăх юррисем, патриотла хайлавсем тата хăйсем çырнă юрăсем. Пиччĕшĕ сăвăсем хайлать,  шăллĕ вара кĕвве хывать. Вĕсем виçĕ альбом кăларма пултарнă.

Игорь Егоров пирки калас пулсан, вăл та Саша пекех Чечняра службăра тăнă. Каччăна Грозный хулинчи пĕр хирĕçтăрура чĕркуççинчен йывăр амантнă. Çавна пула урине чĕркуççи таранах татма тивнĕ. Сăмах май, Игорĕн ашшĕ пирĕн районтанах – Туçи Çармăс ялĕнчен.

Сергей Антонов Хирпуç ялĕнчех ашшĕпе тата мăшăрĕпе Настьăпа пурăнать. Шел, амăшĕ Елизавета Ивановна сакăр çул каялла çĕре кĕнĕ.

Çарăн ку тĕсĕнче службăра тăнисене, сăваплă тивĕçе паян пурнăçлакансене пурне те Тинĕс пехотин кунĕ ячĕпе хĕрÿллĕн саламлатăп! Хурçă пек çирĕп сывлăх, телей, çемьере килĕшÿпе юрату сунатăп.

Я.НИКИФОРОВ,

моряксен районти обществăлла

организацийĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика