Укçапа илеймĕн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.02.2018, 08:54 Просмотров: 451

Иртнĕ çулта республикăра инфекципе паразитари чирĕсемпе чирлесси 9,6 процент чакнă.

Вар-хырăм чирĕпе, трихоцефалезпа, трихинеллезпа тата гименолапидозпа пĕрер, туляремипе тата эхинококкозпа икшер тĕслĕх регистрациленĕ. Пыршăлăх чирĕсемпе чирлесси те, унчченхи çулхипе танлаштарсан, 2,4 процент чакнă. Ку чирпе аптракансен йышĕ Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта ытларах пулни палăрнă.

2017 çулта сальмонеллезпа чирленĕ 266 тĕслĕхе регистрациленĕ: кăтарту 28,1 процент чакнă. Çав вăхăтрах энтеровирус инфекцийĕпе чирлекенсен хисепĕ 1,7 хут ÿснĕ. Ку чирпе 14 çула çитмен ачасем ытларах аптранă.

Çивĕч вирус гепатичĕпе чирлессин кăтартăвĕ унчченхи çулхинчен 24,5 процент пысăкрах.

Пĕлтĕр гонорейăпа 1,6 хут, туберкулезпа 10,8 процент, сифилиспа 2,7 процент сахалтарах чирленĕ. Пневмонипе чирлесси вара 28,3 процент ÿснĕ. Пысăк кăтартăва Элĕк, Елчĕк, Шăмăршă, Муркаш, Патăрьел, çавăн пекех Вăрнар районĕсенче регистрациленĕ.

З.ЕЖУКОВА, врач-эпидемиолог.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика