Чăваш тĕрринче – халăх пуянлăхĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.12.2021, 11:22 Просмотров: 562

Чăваш тĕррин кунне халалласа «Тĕрлесе ÿкернĕ Чăваш ен» проектăн презентацийĕ иртнĕ. Каласа хăвармалла, рес-публика карттине мĕн-пур районти 31 ăстаçă тĕрленĕ. Ăна пĕтĕмпе 83 кун эрешленĕ.

Картта 21 пайран тăрать. Кашни сыпăкĕ кашни район пекех хăйнеевĕрлĕ. «Паха тĕрĕ» фабрикăра тăрăшакансем вĕсене икĕ уйăх ал вĕççĕн çыхăнтарса пĕр çĕре пухнă. Çак калăпăшлă ĕçе чăваш халăхĕн йăли-йĕркине тĕпе хурса пурнăçланă.

Вăрнар ен те хăйĕн маçтăрĕсемпе мăнаçланма пултарать. Сăмах май, район карттине Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн преподавателĕ Елена Есенцева тата историпе краеведени музейĕн директорĕ Елена Шарипова тĕрленĕ. Унта аслă предприятисенчен пĕрне – Вăрнарти хими заводне – те кăтартнă, «Август» Фирмăн паллипе илемлетнĕ.

Район ăстисем Чăваш тĕррин кунне халалланă мероприятие те хутшăннă.

– Чăваш тĕррин кунĕ – чун чĕлĕхĕсене хускатакан уяв. Вăл пире тăван ен культурипе йăли-йĕркине упрас тата пуянлатса пырас ĕç пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асилтерсех тăрĕ, – тенĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Пултарулăхшăн, пархатарлă ĕçе сумлă тÿпе хывнăшăн Елена Есенцевăпа Елена Шариповăна Чăваш Республикин Культура министерствин Дипломĕпе чысланă.

Чăваш тĕррин хÿхĕм эрешлĕхĕпе илемĕ 4–10 çулсенчи ачасене те илĕртет. Вĕсем, садик воспитанникĕсем тата пĕлÿ çуртне çÿрекенсем, Пĕтĕм Раççейри «Чăваш тумтирĕн азбуки» конкурса хастар хутшăннă. Геройсем – Юманпа Чĕкеç – хушнă ĕçсене шăпăрлансем ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе хавхалансах пурнăçланă.

Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче вăрнарсем те пур. Вĕсем – «Ручеек» ача садне çÿрекен Роман Морозов, Егор Романов, Мира Егорова, Данила Шашков тата «Сеспель» садикри Арсений Алексеев тата Анна Ефимова. Маттурсене Шупашкарти «Радуга» культурăпа курав центрĕнче чысланă.

– Пултаруллă ачасене çамрăк этнографсем тесе çирĕплетсех калама пулать, – тенĕ Нина Смирнова директор.

«Чăваш тумтирĕн азбуки» конкурс призерĕсем вара 18 таранах. Çав шутран – 13-шĕ Вăрнарти «Ручеек» ача сачĕн воспитанникĕсем, икшер призер «Сеспель» тата «Солнышко», пĕр призер Калининăри «Светлячок» ача сачĕсенчен.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика