Депутатсем спортпа туслашма чĕнеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.02.2018, 08:55 Просмотров: 437

Районăн, республикăн социаллă экономика пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене татса панипе пĕрлех депутатсенчен чылайăшĕ спорта аталантарассине те пысăк тÿпе хывать.

Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Павлов хамăр районта ĕçленĕ чухне тĕрлĕ тĕсре Вăрнар чысне ăмăртусенче хастар çĕклетчĕ. Министрта тăрăшнă вăхăтра та, халĕ те вăл тăван районта пулакан массăллă стартсене кашнинех хутшăнать.

Сывă пурнăç йĕркине вăл çамрăксенче анлă сарасшăн, çавăнпах ĕнтĕ депутат парнисемшĕн вĕсене тĕрлĕ турнира йыхравлать. Шăматкун акă республика парламентĕнчи ĕçтешĕпе Владимир Яковлевпа пĕрле вĕсем Йĕпреçре волейбол турнирĕ йĕркеленĕ.

Вунă команда йышĕнче Вăрнар районĕн спортсменĕсем те пулнă: «Друзья» тата «Рассвет» командăсем. Ентешсем яланхиллех пысăк ăсталăх кăтартнă. Поселок çамрăкĕсен «Друзья» команди çĕнтерÿçĕ Кубокне выляса илнĕ.

Калас пулать, ку йыша кĕрекен каччăсем район чысне республикăн сумлă ăмăртăвĕсенче пĕрре мар ăнăçлă хÿтĕленĕ. Тĕрлĕ çĕрте вăй хураççĕ пулин те тренировкăсенче тĕл пулса ăсталăха туптама вăхăт тупаççех.

Депутатсен район пухăвĕн депутачĕ Рифкат Киметовăн та спорта аталантарас ĕçри тÿпи пысăк. Нумай çул ĕнтĕ вăл мини-футбол, ирĕклĕ майпа кĕрешес тĕссене нумай пулăшать, чылай турнирăн спонсорĕ.

Вырсарникун та акă вăл баскетбол енĕпе иртнĕ район турнирне ирттерме пулăшрĕ _ Кубокпа, статуэткăсемпе, медальсемпе хавхалантарчĕ.

Баскетболра тупăшакансем пилĕк команда пулчĕç: Хапăс шкулĕнче вĕренекенсем тата кунтан вĕренсе тухнисем, Вăрнарти 2-мĕш шкул каччисем, Вăрнарти 1-мĕш шкултан тухнисем тата ветерансем. 

Çĕнтерÿçĕ Кубокне выляса илмелĕх самай хĕрÿ кĕрешме тиврĕ вĕсен. Пĕр тĕлпулу пĕтĕмĕшле хĕрĕхшер минута тăсăлчĕ пулин те ывăннине никам та туймарĕ.

Пĕлтĕр районăн баскетбол чемпионĕсем 1-мĕш шкултан вĕренсе тухнисен команди пулнăччĕ. Кăçал Хапăс шкулĕнче вĕреннисем правуртарах пулчĕç _ Кубока вĕсем çĕнсе илчĕç. Чăннипех хитре вăйă кăтартрĕç ял ачисем. Вĕçсе вылянăн туйăнчĕ.

Ветерансем 2-мĕш вырăнта, Вăрнарти 2-мĕш шкул команди _ 3-мĕш вырăнта.

Ăмăрту пуçланиччен спорт тусĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ _ вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов саламларĕ, хăйшĕн баскетбол ют маррине палăртрĕ. Шучĕпе тăххăрмĕш хут иртнĕ турнира хăй вăхăтĕнче шăпах вăл çамрăксемпе ĕçленĕ тапхăрта пуçарса янă. Командăсене вăл ку йăлана путарманнишĕн тав турĕ.

Çĕнтерÿçĕсене турнир спонсорĕ Рифкат Киметов хăй саламларĕ, Кубокпа чысларĕ, ăшă сăмахсемпе хавхалантарчĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика